28 октября 2008 г.
Район пуçлăхĕ С. А. Николаев çак кунсенче савăнăçлă лару-тăрура пурнăç условийĕсене лайăхлатас текенсен пĕр ушкăнне общежитире вырăн пани çинчен калакан хушусем пачĕ. Общежитине культурăра, вĕрентÿре, сывлăха сыхлас ĕçре, шалти ĕçсен пайĕнче, райцентрти предприятисемпе организацисенче вăй хуракансен 25 çемйи вырнаçĕ.
Район пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче “районти вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем нуша куракан граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессишĕн май пур таран ĕçленĕ те, ĕçлеççĕ те”, терĕ. Общежитие вырăн пани çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли прависене пĕртте пырса тивмест. Вĕсем малтанхиллех пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕлĕшпе черетре тăракансен йышĕнчех юлĕç тата, кăмăл тунă тăрăх, çурт-йĕрĕн тĕрлĕ программисене хутшăнма пултарĕç. Общежитире вырăн пани вара чи нуша куракансене пурăнмалли вăхăтлăх вырăнпа тивĕçтернĕ майсенчен пĕри пулса тăрать. Çак йышăнăва тума уçă йышши “Газпром” акционер пĕрлешĕвĕ çурт-йĕр фондне районăн муниципаллă харпăрлăхне панипе май килнĕ.