28 октября 2008 г.
Районти хуçалăхсенче техника паркĕ çулран-çул кивелсех пырать. Кивĕ машина-тракторсене, ытти агрегатсене тухăçлă ĕçлеттерме май çук, вĕсем тăтăшах çĕмĕрĕлеççĕ. Уй-хир тата ытти ĕçсем кал-кал пулса пыччăр тесен, техникăна çĕнетсе пымалла. Пирĕн корреспондент ку енĕпе районта лару-тăру мĕнлерех пыни çинчен каласа пама ял хуçалăх пайĕн техника ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп специалист-экспертĕнчен В. П. Чаховскийрен ыйтнă.
— Районти ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем çулталăк пуçланнăранпа 40 миллион та 146 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă. Ку енĕпе район администрацийĕпе ЧР ял хуçалăх министерстви тунă килĕшÿ условийĕсене пурнăçланă.
— Виталий Петрович, уйрăм хуçалăхсене илес пулсан, ÿкерчĕк еплерех-ши?
— Кăçал техника туянас енĕпе “Янмурзино” хуçалăх лайăх ĕçлерĕ. Кунта 10 миллион та 145 пин тенкĕлĕх çĕнĕ техника илнĕ. Çав шутра тĕш тырă пухса кĕртмелли “AGROS”, çĕр улми кăлармалли “GRIMME” комбайнсем, ХТЗ-150 К, “Беларус 1025”, “Беларус 82.1” тракторсем, хысаксем тумалли культиватор, минераллă удобрени сапмалли, çĕр улми çеçкине çулмалли хатĕрсем, икĕ пулуг.
Тулли мар яваплă “Красное Сормово” пĕрлешÿ 6 миллион та 228 пин тенкĕлĕх техника çĕнетнĕ: тĕш тырă вырмалли “Полесье” комбайн, “Беларус 952”, “Беларус 82.2” таркторсем, рулон тумалли ПРП-180 пресс, БДМ 3х4 дискатор, Германире туса кăларнă косилка-плющилка, тĕш тырă акмалли пневматикăлла сеялка, курăк çулмалли “Волга-2” комбайн.
“Гигант” хуçалăх тĕш тырă пухса кĕртмелли “Енисей-1200” комбайн, “Беларус 82.2” маркăллă 2 трактор, пурĕ 3 миллион та 650 пин тенкĕлĕх туяннă.
“Бахча” пĕрлешÿ çĕр улми кăлармалли “GRIMME” комбайн, “Беларус 82.1” трактор, фрезерлă 2 культиватор, хысак тумалли тепĕр хатĕр, пĕтĕмпе 6 миллион та 43 пин тенкĕлĕх илнĕ.
“Таябинка” пĕрлешÿ хăйĕн техника паркне 1 миллион та 848 пин тенкĕлĕх пуянлатнă. Çав шутра пневматикăлла сеялка, çĕр хатĕрлемелли “Викинг” культиватор, КПШ-6 комбинированный агрегат, тырă тасатса типĕтмелли ПСМ-5 тата 3Г-300 сортировкăсем, вăрлăх имçамламалли агрегат туяннă.
Килти хушма тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем, ялти потребитель кооперативĕсем те хăйсен техника паркне çĕнетме тăрăшнă. Тĕслĕхрен, В. Шумиловпа А. Ильин фермерсем — “Беларус 82.1”, Л. Артемьев — “Беларус 1025”, “Родник” ЯХПК “Беларус 82.1” маркăллă тракторсемпе пуянланнă. “Волит”, “Шатьма”, “Пинер” пĕрлешÿсемпе “Караевопа” “Нива” хуçалăхсем те ку тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
“Восток” хуçалăх лизингпа кăшт усă курнă “Дон-1500 Б” комбайнпа Т-150 К трактор илнĕ. Ку та хăйне май лайăх утăм. Пĕр сăмахпа каласан, вырăнсенче кăçал тракторсен паркне — 5 процент, комбайнсене 6 процент чухлĕ çĕнетнĕ.
Çулталăк вĕçлениччен “Досаево” ял хуçалăх артелĕ тепĕр 2 трактор тата пĕр пресс-подборщик илмелле, кун валли кредит докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Халĕ çĕнĕ техника туянма хуçалăхсенчен заявкăсем йышăнатпăр. Килес çул районĕпе 50 миллион тенкĕлĕх техника туянмалла.
Вырăнсенче техника паркĕсем чухăнланса пынине тĕпе хурса, вĕсенче хăватлăрах техника туянма тăрăшмалла. Çапла çеç эпир ĕç тухăçлăхне ÿстерме пултаратпăр. Иртнĕ çул “Дон-1500 Б” комбайнпа 17 пин центнер тĕш тырă тĕшĕлесе Вăрмар районĕн комбайнерĕ республикăра вырма чемпионĕ ята тивĕçнĕччĕ. Кăçал хамăр районти “Таябинка” пĕрлешÿри Федор Яковлевпа Александр Петров комбайнерсем çав йышши комбайнсемпе 18688 тата 17990 центнер вырса çапма пултарчĕç. Унччен усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе пынă май, ĕç калăпăшĕ те пысăкланать. Çавăнпа та тухăçлă техника туянни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
— Техникине туянаççĕ-ха, анчах вырăнсенче хăш-пĕр çĕрте ăна хакласах кайманни сисĕнет. Укçа шутлама мантăмăр-и эпир, Виталий Петрович?
— Çапла çав. Техника тухăçлă ĕçлесси ăна мĕнле пăхса тăнинчен тата нумай вăхăтлăх управа еплерех лартнинчен килет. Ку енĕпе пĕлтернĕ смотр-конкурс вĕçленсе пырать. Хальлĕхе вырăнсенче техникăна ГОСТ ыйтнă пек хĕл каçма лартма тăрăшни, пĕтĕмĕшле илсен, курăнмасть-ха. “Таябинка”, “Красное Сормово” пĕрлешÿсемпе “Нива” хуçалăхра техникăна хаклани сисĕнет. Çав вăхăтрах “Гигантпа” “Караевора”, “Досаевопа” “Янмурзинора”, “Прогреспа” В. Васильева ХФХра питĕ сÿрĕккĕн ĕçлеççĕ, çумăрпа хутăш юр çăвасса кĕтсе пурăнчĕç-ши вĕсенчи инженерсемпе механизаторсем, тĕлĕнтерет. Çÿлерех асăннă ĕçе туса ирттерме вăхăчĕ те, уяр кунсем те пулман мар. Анчах...