АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăкла вăй-хал вĕресе тăнă

28 октября 2008 г.

 

Хăй вăхăтĕнче районти çамрăксен йышне ертсе пынă ветеран ун чухнехи хăш-пĕр интереслĕ самантсене аса илет.

Пирĕн çĕр-шывăн историйĕ комсомол историйĕпе тачă çыхăнса тăрать. Кăçалхи октябрĕн 29-мĕшĕнче эпир çамрăксен çак организацине туса хунăранпа 90 çул çитет. Районăн пĕрремĕш комсомол конференцийĕ 1935 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче Малти Трак ялĕнче пулса иртнĕ, унта 227 делегат пулнă, вĕсенчен 220-шĕ — ВЛКСМ членĕсем. ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ пулма И. Захарова суйланă.

Пирĕн районти комсомол организацийĕн пурнăçĕнче мухтавлă та чаплă тапхăрсем чылай пулнă. Акă, вĕсенчен хăшĕ-пĕри.

Районти комсомолецсем совет индустрийĕн пĕрремĕш гиганчĕсене çĕклеме хастаррăн хутшăннă. Горькинчи автомобиль заводне тума комсомол путевкипе 13 çынна янă, вăл шутра пирĕн ентеш, Совет Союзĕн пулас Геройĕ В. В. Васильев. 1933 çулта Шупашкар — Канаш чукун çулне ĕçе кĕртме 48 комсомолеца янă.

Комсомолецсемпе çамрăксем ял культурине çĕклеме тăрăшнă. Вĕсем клуб учрежденийĕсем тăвас, субботниксемпе воскресниксем, оркестрсем, драма кружокĕсем йĕркелес тĕлĕшпе вăй хунă. Вулав çурчĕсене те комсомолецсем ертсе пынă. 30-мĕш çулсенче “Комсомолец — трактор çине” лозунг ялсенче сумлă пулса тăнă. 1936 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне МТС коллективĕнче 80 комсомолец шутланнă.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче эпир политика репрессийĕсенче шар курнисен Асăну кунне паллă тăватпăр. Вĕсем хушшинче Трак енри комсомолецсем те пулнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни комсомолецсен чĕринче те тарăн йĕр хăварнă. Вăрçă пуçланнă виççĕмĕш уйăхнех районти 200 ытла комсомолец хăйĕн ирĕкĕпе Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Яла юлнă çамрăксем ĕç паттăрлăхне кăтартнă, вĕсем ĕç нормине 200—250 процент тултарнă. 1941 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕ тĕлне “Чăваш ен тракторисчĕ”, “Чăваш ен колхозникĕ” танк колонни тума 113 пин тата 951500 тенкĕ пуçтарнă. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă ытти тĕслĕхсене те асăнма пулать. 1944 çулхи май уйăхĕнче “Красный Порденер” хуçалăхри яш-кĕрĕм сĕнĕвĕпе тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессипе çамрăксен звенисемпе бригадисем хушшинче ăмăрту йĕркелесе янă.

Иртнĕ вăрçă эпир çĕнтернипе вĕçленчĕ. Унăн хирне районтан фронта кайнă вуншар каччăпа хĕр выртса юлчĕ. Вĕсем хушшинче М. Аттай, В. Васькин çамрăк поэтсем те. Каярах фронтран таврăннисем юхăннă халăх хуçалăхне ура çине тăратма пулăшнă.

1954 çулта çĕр-шыври çерем çĕрсене уçма тытăннă. 6-ăн — Алтай крайĕнче, 27-ĕн — Омск облаçĕнче, 1957 çулта 35 комсомолец Барнаул облаçĕнче тăрăшнă. 1957—1966 çулсенче 17 пин ытла каччăпа хĕр Çĕпĕрĕн, Казахстанăн, Инçет Хĕвелтухăçĕн, çĕр-шывăн çурçĕр пайĕн стройкисенче вăй хунă. 1959—60-мĕш çулсенче Красноармейски вăтам шкулне вĕренсе пĕтернисем Печора чукун çулне тума пулăшнă. 1968 çулта районти комсомол организацийĕ хăйĕн 50 çулхи юбилейĕнче республикăри хулапа район организацийĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, хĕрлĕ ялав илнĕ. 1960—70-мĕш çулсенче Чăваш Енти çамрăксем республикăри пысăк стройкăсене — Çĕнĕ Шупашкарти хими комбиначĕпе Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводне çĕкленĕ çĕрте тар тăкнă.

1969 çулхи март уйăхĕнче комсомол райкомĕн пуçарăвĕпе райхаçат редакцийĕн тата спорт комитечĕн çамрăкĕсем района йĕркеленĕренпе тата райхаçатăн 1-мĕш номерĕ тухнăранпа 35 çул çитнине халалласа ялсем тăрăх йĕлтĕр чупăвне ирттернĕ. Чи лайăх комсомолецсене çамрăксен чи пысăк наградисемпе чысланă, комсомол райкомĕн секретарĕ З. Пушкина вара ВЛКСМ XVII сăездне хутшăнма тивĕç пулнă.

Паллах, çак статьяра чи лайăх комсомолецсене, комсомол райкомĕн аппаратĕнче тăрăшнисене пĕтĕмпех астума та, асăнма та çук. Эпĕ хам 1963—1969 çулсенче Çĕрпÿ районĕнчи комсомол райкомĕн шкул пайĕн заведующийĕнче, II секретарьте, 1965 çултан хамăр районта I секретарь пулса ĕçлерĕм. Халĕ, çулсем иртнĕ май, асăннă çулсенче вырăнти пуçламăш организацисене ертсе пынисене ятранах асăнасшăн: В. Архипов, Ф. Германов, И. Ландышев, Н. Иванов, В. Николаев (Ленин ячĕллĕ хуçалăх), В. Бородин, Н. Андреева, Н. Иванов, Г. Илларионов (“Герой”), А. Порфирьев, А. Корнилов, В. Владимиров (“Россия”), Е. Иванова, И. Ильин (“Мичуринец”), Г. Данилов, Н. Иванов (“Гигант”), Ю. Иванов, Л. Павлова (“Дружба”), Л. Ефремова, Г. Тихонова (“Прогресс”), Н. Иванов, А. Скворцов, З. Гаврилова (“Большевик”), И. Соловьев, В. Григорьев (“Красное Сормово”) тата ытти те.

Асăннă çулсенче пулса иртнĕ нумай-нумай пулăмсем паян та аса килеççĕ. Çав шутра савăнăçлисем, кулăшлисем ытларах. Ун чухне çĕнĕ пурнăç йĕркисене ĕçе кĕртмелли мероприятисем нумай ирттернĕ, эпир вĕсене пуçарса яракансем пулнă. Çав шутра хĕле ăсатасси, савăнăçлисемпе тавçăруллисен клубĕсем (КВН), “Сенкер çулăм” (“Голубой огонек”) каçĕсем, комсомолла туйсем, çамрăк мăшăрсене çĕнĕ майпа çырăнтарасси тата ытти те. Çамрăксене салтака савăнăçлă лару-тăрура ăсататтăмăр. Чи пултаруллисем В. И. Чапаев ячĕллĕ дивизине лекнĕ. Культура учрежденийĕсенче тăтăшах савăнăçлă каçсем йĕркеленĕ. Унта хуçалăх ертÿçисем, ял совет ĕçтăвкомĕн председателĕсем хутшăннă. 1968 çулта эпĕ республикăри комсомол делегацийĕпе В. И. Чапаев ячĕллĕ дивизинче пулса куртăм. Дивизи командирĕ Широнов генерал-лейтенант совет çарĕ 50 çул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă ларура чăваш каччисене питĕ ырларĕ. Вăл вăхăтра кунта служба кунĕсене Л. Иванов (Шурка) ирттеретчĕ. Иваново хулинчен килнĕ делегацине япăх каччăсем ярса панăшăн ятланăччĕ.

1967 çулта комсомол билечĕсене улăштартăмăр. Хальхи пек сăн ÿкерчĕк тăвакансем çук. Районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра И. Иванов фотограф ĕçлетчĕ. Илья хăйĕн тĕп ĕçне хăварса час-часах пирĕнпе пĕрле ялсене, шкулсене тухса çÿретчĕ, васкавлă сăн ÿкерчĕксем туса паратчĕ. Пĕррехинче вăл ÿкерчĕксем тунă чухне шурă материал илме маннă пулнă. Вара çамрăксене юр çине вырттарса ÿкернĕ. И. Иванов лайăх ĕçленипе эпир республикăра комсомол билечĕсене малтисенчен пĕрисем улăштарса пĕтертĕмĕр.

Тепĕр кулăшла пулăма яланах аса илеттĕмĕрччĕ. Тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра райком бюровĕн ларăвĕсене вырăна тухса ирттереттĕмĕрччĕ. Пĕрре çапла август уйăхĕнче “Восток” хуçалăхран таврăнатпăр, Пайсупин ялĕ урлă килетпĕр. Магазин умĕнче икĕ кĕленче хĕрлĕ эрех йăтнă мучи тĕл пулчĕ, пире пан улми çиме чĕнчĕ. Машина çине лартăмăр та кайрăмăр. Килне кĕтĕмĕр, лаçра мăшăрĕ аншарли юхтарать. “Пан улмине ытлашшипех илсе кайăр, ахалех çĕрет, анчах манăн старик кÿршĕ хĕрарăмĕ патне чупать, чарăр-ха ăна”, — тет. Эпир пан улми илтĕмĕр те васкавлă тухса кайрăмăр.

ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче ĕçленĕ И. Иванов каярах чылай тапхăр парти обкомĕн аппаратĕнче вăй хучĕ. Комсомол ĕçченĕсем — А. Афанасьев, В. Никитин, В. Емельянов, Ф. Крылова, В. Ефимов республикăри судпа прокуратура тытăмĕнче ĕçлерĕç, З. Пушкина вара республикăри патшалăх учрежденийĕсенче тăрăшакансен профсоюз обкомне ертсе пычĕ. В. Кацовпа (Çĕнĕ Йĕкĕт) В. Степанов (Енĕшкасси) комсомолецсем Афганистан вăрçинче пуçне хучĕç.

40—80-мĕш çулсенче комсомол райкомĕн секретарĕсенче çаксем тăрăшнă: Н. Скворцов, В. Петров, П. Митрофанов, В. Никитин, О. Андреева, В. Харитонова, П. Тимофеев, З. Пушкина, А. Ильин, В. Константинов, В. Яковлев, Н. Абрикосов, В. Соснов, В. Михайлов, Б. Иванов.

Çулсем иртĕç. Анчах районти яш-кĕрĕмĕн организацийĕн ертÿçинче тăрăшнисен, райком аппаратĕнче ĕçленисен ячĕ асра юлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика