АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çул — паллă çул

28 октября 2008 г.

 

Юратнă аннем, Именкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул учителĕ В. П. Ильина 50 çул тултарчĕ.

Пирĕн анне — Валентина Петровна Филиппова-Ильина йышлă çемьере çитĕннĕ. Вăл Канаш районĕнчи Зеленовка ялĕнче 1958 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илсен аслисен çулĕпе кайнă, педагог профессине суйласа илнĕ. Анне 1981 çултанпа Именкассинчи пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта вăй хурать, ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл тăрăшнипех кунти тăван ен музейне, чăваш чĕлхипе литературин кабинетне йĕркеленĕ. Вĕренекенсем районти предмет олимпиадисенче лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Анне тăрăшнипе юлашки çулсенче çыравçăсемпе — В. Давыдов-Анатрипе, В. Ахунпа, Г. Айхипе, Ю. Сементерпе, Ю. Айдашпа, Л. Мартьяновапа, юрăçсемпе — М. Турингепе, А. Мингалевпа, Н. Карлин композиторпа, райхаçат журналисчĕсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ.

Анне хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме тăрăшать, пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать. Пирĕн çемье “Ял пурнăçĕ”, “Хыпар”, “Хушма хуçалăх”, “Тантăш”, “ЗОЖ”, “Жизнь” хаçатсем çырăнса илет. Вăл И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУра вĕреннĕ çулсенче “Мерчен” ансамбле çÿренĕ, халĕ те юрăпа туслă. Анне пушă вăхăтра шашка-шахматла выляма юратать. Аслă хĕрĕ те вĕрентекен çулĕпе кайнă, Вера Кĕçĕн Шетмĕри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта истори предметне вĕрентет. Ачасене ырă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме, шкулта илнĕ пĕлÿпе тивĕçлĕ усă курма хăнăхтарать. Вăл “Вĕрентÿ” наци проекчĕн витĕмĕпе вĕрентÿпе воспитанири ăслăлăхра çĕнĕлĕхсене алла илес, пĕлÿ шайне ÿстерес тĕллевпе ĕçлет. Вăл ертсе пынипе вĕренекенсем те тĕпчев ĕçĕсене хутшăнаççĕ.

Ĕнер анне хăйĕн çуралнă кунне паллă турĕ, 50 çул тултарчĕ. Хаклă çыннăмăр, тав сана, ăсна, чунна пире панăшăн. Ытла та хаклă эс кашниншĕн, пулсамччĕ сывлăхлă кăна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика