АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă ялăм — Санькасси

28 октября 2008 г.

 

Пĕлтĕр пирĕн яла асфальтлă çул уçма ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров килнĕччĕ. Çавна май тата хамăр ялпа унăн çыннисем пирки каласа паракан “Тăван ялăм, савнă ялăм, Санькасси” ятпа фотостенд тăвас терĕмĕр.

Ку ĕçе пурте хутшăнчĕç. Килĕрен тĕрлĕ сăн ÿкерчĕксем пухрăмăр, вĕсене ушкăнсене уйăрса çыпăçтартăмăр, унта мĕн ÿкерни пирки кĕскен çыртăмăр. Илемлĕ пулса тухрĕ. Ватăсен уявне хутшăннисене кăтартрăмăр. Вĕсем сĕтел хушшине вырнаçса иртнĕ пурнăçа аса илчĕç.

Чăнах та, тăван ялта савăнмалли нумай. Вăл татах та илемлĕ пултăр тесе, субботниксем йĕркелетпĕр, çырмасене тĕрлĕрен йывăçсем лартса чĕртетпĕр. Акă, Санькассинелле Пĕрремĕш Çĕньял енчен пырса кĕнĕ чух Наçкă лартнă йăмрасем илем кÿреççĕ, çуллен 3—4 йăмра лартса хăваратчĕ. Катек урамне шыв-шур çурса каясран фермăра ĕçленĕ Николай Артемьевпа Анастасия Тимофеевапа Тамара Иванова шкул ачисем лартнă йăмрасем те кашласа лараççĕ, уйран юхса анакан шыва çырма тума памаççĕ.

Ял пуçĕнче Василий Константинов (вăл хăй вăхăтĕнче выльăх-чĕрлĕх пăхса районта та палăрнă) лартнă йăмрасемпе тирексем илем кÿнипе пĕрлех яла юртан та сыхлаççĕ.

Çурçĕр енчен Уйри çуртпа Мăн Çерем çинчи çырмасем яла икĕ пая уйăрма хатĕр тейĕн: питĕ тарăн хăйсем. Фоминсем, Мефодьевсемпе, Ивановсемпе, Останинсемпе, Николаевсемпе, Ефимовасемпе тата ытти шкул ачисемпе пĕрле çуркунне шырлан тĕпне йăмрасемпе тирексем лартса хăвартăмăр, вĕсем аван вăй илчĕç. Шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ Ираида Фомина та, кÿршĕри Луиза Ефимова та çитĕнекен йывăçсемпе савăнаççĕ. Çавăн пекех йывăçсем лартас ĕçре Анатолий Егоровпа Ростислав Германов, Роберт Михайлов палăрчĕç, вĕсен хурăнĕсене пăхса ытармалла мар. Çăва çулĕпе ун тавра Иван Федоровпа Александр Ефимов тимленипе чăрăшсем, пилешсем, çĕмĕртсем, груша, шăлан, чие йывăççисем лартрăмăр, çулленех пăхса-тасатсах тăратпăр. Ялти ветерансен совечĕн членĕсем Зоя Павловапа Валентина Михайлова та ял урамĕсен тасалăхĕшĕн çине тăраççĕ. Халĕ эпир тĕрлĕ ăпăр-тапăра урама кăларса пăрахмастпăр.

Ялта ĕçпе палăрнă çынсем пурăнаççĕ. Виктор Николаев механизатора, сăмахран, “Ĕçре палăрнăшăн” медальпе чысланă. Василий Андреев пултаруллă комбайнер вара орденах тивĕçнĕ. Унран ĕçри ăсталăха Геннадий Тимофеевпа Константин Фомин вĕренчĕç. Выльăх пăхакансенчен Кронид Степанов та, ав, “Хисеп палли” орден илчĕ. Ачисем те ĕçчен унăн, вĕсем те, хăй пекех, çăмăл автомашинăсем туянчĕç.

Ăслăлăх çыннисем те тухнă пирĕн ялтан. Акă, О. Д. Андреев Германири Мюнхен хулинче ĕçлесе пурăнать, веществосен чи пĕчĕк пайĕсене тĕпчет. Яков Николаевич Николаев вара техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ. Студентсене те вĕрентнĕ, çыравçă та, инженер та пулнă. Унăн пиччĕшĕ — Макар Николаевич Николаев Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн инçетри Чукоткăра 5 çул вăй хунă, Ленинградри политехника институчĕ хыççăн металлурги завочĕсенче те ĕçлерĕ, Канашри техника училищинче студентсене вĕрентрĕ. Вăл — Раççей тава тивĕçлĕ учителĕ.

Фотостенда Еншик Чуллăри вăтам шкулта Учитель кунне паллă тума пынисене те кăтартрăмăр, паллашса савăнчĕç. Пирĕн ялти шкул ачисем хăй вăхăтĕнче ку шкул чысне хÿтĕленĕ. Пĕрремĕш разрядлă спортсменкăсем — Альбина Мефодьевапа Валентина Мефодьева — йĕлтĕрпе, Алексей Никифоров çуран чупассипе, Владимир Тимофеев шахматла выляса палăрнă. Анатолий Леонтьев вара спорт мастерĕ пулса тăнă.

Тĕрлĕ олимпиадăсенче палăрнисем те чылайăн Санькассинче. Ираида Фомина математикăпа, вырăс чĕлхипе, географипе, физикăпа йĕркеленĕ олимпиадăсенче пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илнĕ. Владимир Афанасьев вара физикăпа республикăра йĕркеленинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Ял каччи-хĕрĕсем Шупашкарта çеç мар, Мускавра та аслă пĕлÿ илеççĕ. Федор Николаев, ав, химипе технологи институтне пĕтернĕ. Марина Васильева академире вĕреннĕ, халĕ çĕр-шывăн тĕп хулинче бухгалтер-экономистра вăй хурать. Владимир Афанасьев Н. Бауман ячĕллĕ техника университетĕнчен вĕренсе тухрĕ.

Ял çыннисем, унчченхи евĕрех, пĕр-пĕринпе туслă. Тĕрлĕ уявсем йĕркелетпĕр, фотостенда пуянлатма вĕсенче сăн ÿкерчĕксем тăватпăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика