28 октября 2008 г.
(Памфлет)
1
Уй варринче тăратăп. Тахçан çакăнта крахмал пуçтарнăччĕ. Хăрах çăпатана ана çăтса юлчĕ. Вăрмана кайса çăпаталăх пушăт касрăм. Мана лесник тытрĕ.
— Малтан Тăван çĕр-шыв çинчен шухăшла, кайран — ху çинчен, — терĕ, пушăта татăкăн-татăкăн пуртăпа вакларĕ.
2
Ĕне хĕсĕр. Сĕт памасть. Кантăкран ирех шаккарĕç:
— Патшалăха çу памалла!
Витресем пушă. Уйран çÿпçи те шултăркаса çурăлнă.
Тырă пусси çумĕнче ĕне çитерсе çÿретĕп. Вăл пĕр пучаха çăтăрт çыртса илчĕ. Эп ăна, вĕрен вĕçĕпе хăтăрса:
— Малтан Тăван çĕр-шыв çинчен шухăшла, кайран — ху çинчен, терĕм.
3
Çуркунне. Çурт тăрринчен тумла юхать.
— Ферма сурăхĕсене кăшлама ăвăс кирлĕ, — терĕ бригадир.
Лачкам шыва ÿкиччен вăрманта ăвăс касрăм. Каç пулттипе шăнтрĕ. Урасем пăрланса ларчĕç.
Халь шăнăр хутлатнипе аптратăп. Ассăн сывласа: “Малтан хам çинчен шухăшламалла пулнă та...” — тетĕп.
4
Эп ку шухăша тахçанах каласшăнччĕ. Вăхăт çитрĕ те — каларăм.