28 октября 2008 г.
Мĕншĕн? Çамрăк чух çăмăл шăм-шаклăччĕ вăл. Вăл е ку тавар патне Мускава, Шупашкара хутлатчĕ. Апат-çимĕç таварĕсем ытларах сĕтĕретчĕ. Кутамккапа. Вырăнта хаклăрах пулнă-ши? Тен, укçи-тенкине перекетленĕ.
Халь Шупашкартан çитнĕ Наçтуç аппа. Типшĕм пит-куçĕ тарăхупа тулнă. Пăштик-пăштик сывлать хăй. Куçĕсене пĕрехмай мăчлаттарать.
— Фу! Хула тени тĕлĕкре те ан курăнтăр. Тфьу! — чăрт сурчĕ Наçтуç аппа.
— Мĕншĕн кăмăл хуçăлчĕ, — ыйтуллăн пăхрăм хура куçсенчен.
— Паян выçах пурăнтăм вĕт, — пушă сумккине енчен енне çапăнтарчĕ вăл.
— Çаратмарĕç пуль? — татах тĕпчерĕм хĕрарарăма.
— Туалета каясран сехре хăпнипе… тарăхрăм, — вăрттăнлăхне уçрĕ ватă.
— Вара?…
— Лартăм та килтĕм каялла.
— Укçа тÿлемеллеччĕ.
— Шиш!
Наçтуç аппапа уйрăлтăмăр. Мĕн тăвăн.