АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алтаттипе Мархва

28 октября 2008 г.

 

Нумай хутлă çуртăн хваттерĕсенче пурăнаççĕ иккĕшĕ те. Çамрăках мар ĕнтĕ. Тивĕçлĕ канура. Пĕр-пĕрин патне йăкăр-татасси йăлара ватăсен. Ирпе картлашкапа пĕрле анаççĕ, çÿп-çап тăкма, паллах. Каярахпа лавккасене çаврăнса килеççĕ.

Халĕ те акă, алăк умĕнче курнăçрĕç. Кăмăллă хăйсем. Алтатти çамрăк чухнехилле вăр-вар пускалать. Мархва та, самаях пĕкĕрĕлнĕскер, Алтаттинчен юласшăн мар тейĕн, урисене çăмăллăн хускатать.

— Сывах-и, Мархва?

— Турă пулăшсан…

— Урай сĕрсе тухрăм-ха.

— Чей вĕретрĕм...

— Хăнана чĕнетĕн пуль?

— Епле-ха унсăрăн…

Мархвапа Алтатти чылайччен шăкăлтатса ларчĕç. Сывлăш çулне уçмалли те тупăнчĕ. Пурнăç çăмхи сÿтĕлчĕ. Çамрăклăха аса илчĕç иккĕшĕ. Шел, упăшкаллă пулаймарĕç çав. Иккĕшĕ те пĕр каччăна савнăччĕ.

— Эрхипсĕр пурăнайман эпĕ, — чышкисене чăмăртасах мухтанчĕ кăштах хĕрнĕ Алтатти.

— Ан сÿпĕлтет, мансăр тунсăхлатчĕ вăл. Эсĕ ура хутăн… Тăм писмен, — урисемпе тăрст! тапрĕ Мархва.

Çавăнтанпа ватăсен туслăхĕ пăчланчĕ. Хура кушак чупса иртрĕ пулмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика