АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсем пилĕк ыйту пăхса тухрĕç

24 октября 2008 г.

 

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче район депутачĕсен тăваттăмĕш суйлаври Пухăвĕн черетлĕ çирĕм пиллĕкмĕш ларăвĕ иртрĕ.

Депутатсемсĕр пуçне унта ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район центрĕнчи предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисем, район администрацийĕн управленийĕн пайĕсен начальникĕсем тата секторĕсен заведующийĕсем хутшăнчĕç.

Депутатсем çакăн пек кун йĕркине çирĕплетрĕç:

1. Красноармейски район бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен.

2. Красноармейски районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 2008—2011 çулсенче пулăшу кÿмелли муниципаллă программăна улшăнусемпе хушăмсем кĕртесси çинчен.

3. “Красноармейски районĕнчи культура: 2008—2010 çулсем” районти тĕллевлĕ программăна хушăмсем кĕртесси çинчен”.

4. “Красноармейски районĕнчи агропромышленность комплексне 2008—2012 çулсенче аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр таварăн тата апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелештересси” районти тĕллевлĕ программăна улшăнусем кĕртесси çинчен.

5. Красноармейски районĕн муниципаллă харпăрлăхне федераллă харпăрлăхăн куçман пурлăх обăектне йышăнасси çинчен.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа ларура финанс пайĕн начальникĕ Р. А. Николаева (Роза Александровна патне Л. С. Артемьев депутатпа район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ В. В. Александров ыйтусем тăратрĕç), иккĕмĕшпе — экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А. В. Михайлова (Ангелина Васильевна Л. С. Артемьев депутатăн бизнес-инкубатор уçассипе çыхăннă ыйтăвне хуравларĕ), виççĕмĕшпе — социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Н. Лукин, тăваттăмĕшпе — ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров, пиллĕкмĕшпе юридически пайĕн начальникĕ Л. И. Артемьев (ку ыйтупа тулли мар яваплă “Чул хула Газпром трансгаз” пĕрлешÿ филиалĕн — “Заволжское ЛПУМГăн” директорĕн çумĕ А. П. Анисимов та сăмах илчĕ, А. В. Малинин депутат та ыйту пачĕ) тухса каларĕç.

Лару сÿтсе явнă пилĕк ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем турĕ.

Район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов педагогика ĕçĕн ветеранне В. А. Павлова — район администрацийĕн Хисеп грамотипе, А. П. Михайлов ĕç ветеранне район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика