24 октября 2008 г.
Тем те куратăн, илтетĕн пурнăçра. Тепĕр чухне чипер çÿренĕ çĕртех кĕмсĕрт! сиксе тухать тарăхмалли. Шутламастăн та ун пирки.
Ваçлей, акă, нумай хваттерлĕ çуртра пурăнаканскер, чалăш куç ятне илчĕ. Хăйсен нумай хваттерлĕ çуртĕнчи Мархвана пула эппин. Лешĕн чĕлхи-çăварĕ ытла чараксăр. Пуç тавра шухăшлама-и… перет те ярать сăмаха!
— Подăезд умĕнче тасалăх хуçалантăр. Хĕвел çаврăнăш тĕшĕлесе ларас мар пĕрех хут, — аса илтерчĕ пĕррехинче виçĕ-тăватă хĕрарăма, сак çине вырнаçнăскерсене, Ваçлей. — Хамăршăнах — тасалăх.
Çак сăмахсем пурне те мар, паллах, Мархвана йĕплентерчĕç.
— Ан сÿпĕлтет! Шăпăрт çÿресчĕ хăть, — шурă куçпа пăхрĕ хĕрарăм. — Чалăш куç!…
Вăт, пыр та калаç!..