24 октября 2008 г.
Çынна кÿрентерме çăмăл. Ним айăпсăрах. Хам çуралнă яла канмалли кунсенче çитсе куратăп та… пăсăлнă çынсем кăмăла хуçаççĕ. Пĕри, авă, кунĕн-çĕрĕн ĕçнипе виçерен тухнă. Тепри тата ĕçлеме маннипех пуль, çынна хаклама пăрахнă.
Юрĕ-ха, çамрăкраххи пурнăçа ăнлансах çитеймест тейĕпĕр. Пенсие тухнă стариккине мĕн çитмест-ши? Ватлăх укçине эрне хушшинчех хаяр шĕвекшĕн тăккалакана мĕн кирлĕ?
— Укçа! Вунă тенкĕ çитмест, — ывăс пек аллисене тăсрĕ хальхинче манран тăвалла урамра пурăнакан Мăн Çĕпритун. — Ытларах пулсан та…
Мăн Çĕпритун урăлла чухне йĕркеллех çÿрет-ха ялта. Пĕрре ĕçме тапратсан… Намăс-симĕсе шутлать-и? Пĕрехмай… Шеллетĕн тепĕр чух пăсăлнă çынна. Пурăнтăр тетĕн. Хăй шеллеме-и? Çук! Кÿрентерме çеç пултарать.