АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Делегата В. В. Александрова суйларĕç

24 октября 2008 г.

 

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Красноармейскинчи вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртрĕ. Унта асăннă партин пуçламăш 26 организацийĕнчен 48 делегат хутшăнчĕ.

Малтанах ку партие кĕнисен пĕр ушкăнне парти билечĕсем пачĕç. Виçшер çынран президиумпа мандат комиссине суйланă хыççăн конференци кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухма тытăнчĕ. Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн положенийĕпе делегатсене Л. Г. Владимирова паллаштарчĕ. Конференци çак положенине çирĕплетрĕ.

Мандат комиссийĕн доклачĕпе унăн председателĕ Н. И. Васильев паллаштарчĕ. Николай Иванович пирĕн районта “Единая Россия” парти членĕсем 601-ен пулнине палăртрĕ.

Конференци, уççăн сасăласа, Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн Чăваш Енти уйрăмĕн XIV конференцине кайма политканаш членне, депутатсен районти Пухăвĕн председательне Владимир Валерьянович АЛЕКСАНДРОВА делегата суйларĕ.

Конференцире политканаш членĕ, физкультурăпа спорт тата çамрăксем енĕпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Н. Лебедев та сăмах каларĕ. Аркадий Николаевич малашлăха ырра шанса пăхма сĕнчĕ, “Единая Россия” парти пуçарăвĕпе пирĕн районта та ишмелли бассейн тума пуçăнассине пĕлтерчĕ.

Унтан тата 8 çынна парти ретне илчĕç, вĕсем хушшинче — “Караево” ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ В. Н. Платонов, Карайри ватăсен çурчĕн заведующийĕ В. М. Малинин, паллă спортсмен М. С. Семенова тата ыттисем те.

Конференцирех Кăнтăр Осетире инкек тÿснисене пулăшу кÿме хастар хутшăннăшăн районти предприяти-организацисемпе уйрăм çынсен пĕр ушкăнне “Единая Россия” партин районти уйрăмĕн Тав çырăвĕсене пачĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика