24 октября 2008 г.
Нимĕчкасси ялĕ çывăхĕнчи автоçул çинче октябрĕн 5-мĕшĕнче пысăк авари пулни çинчен райхаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Сăлтавĕ мĕнпе çыхăннă-ха? Ун çине районти шалти ĕçсен пайĕнчи ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владислав Юрьевич Алексеев хуравлать.
— Чăнах та, кăçалхи октябрĕн 5-мĕшĕнче, 13 сехет тĕлнелле Нимĕчкасси ялĕ çывăхĕнчи автоçул çинче пысăк авари пулнă. Унта виçĕ çын: водитель тата икĕ хĕрарăм пассажир çавăнтах вилсе кайнă. Тепĕр виççĕшне, аманнăскерсене, райбольницăна леçнĕ. Тепĕр пилĕк кунтан тепĕр пассажирĕн кун çулĕ татăлнă. Райбольницăна лекнисенчен пĕри — шкул ачи.
Ку авари юлашки çулсенче пулнисенчен — чи пысăкки. Пĕтĕм айăпĕ — водительте. Мĕншĕн тесен вăл хăвăртлăха ÿстернĕ. Тата салона пассажирсене правила ыйтнинчен ытларах лартнă. Çавăнпа та водительсене çул-йĕр правилисене пăхăнма ыйтасшăн эпĕ. Çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăннă пулсан, çÿлерех асăннă авари те пулман тата çынсен кун-çулĕ те татăлман пулĕччĕ.
— Автотранспорт ĕçченĕсен кунĕ çывхарать. Ăна, йăлана кĕнĕ тăрăх, çĕр-шывра çулленех юпа уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Владислав Юрьевич, мĕн каланă пулăттăр?
— Паянхи кун тĕлне районти предприятисемпе организацисенче тата учрежденисенче пурĕ 586 автотранспорт хатĕрĕ шутланать. Çул-йĕр правилисене пăхăнассипе уйрăммăн илсен газ уçлакан Заволжски станципе район администрацийĕнчи, “Караево”, “Красное Сормово” хуçалăхсенчи водительсем кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах “Нива”, “Гигант” хуçалăхсенче, райпора ку тĕлĕшпе йĕрке сахалтарах.
Уяв ячĕпе сире, автотранспортра ĕçлекенсем!