АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул командине чыслама — ятарлă кубок

24 октября 2008 г.

 

Октябрĕн 18-мĕшĕнче районта спортăн, тĕрĕсрех каласан, чупма юратакансен чăн-чăн уявĕ пулчĕ. Ăна йĕркелесе ирттерекенсене çанталăкĕ те пулăшрĕ темелле. Ирпе çумăр вĕтĕртеткелерĕ, анчах, каярахпа спортсменсен кăмăлне хуçас мар тенĕнех, чарăнчĕ. Чупăва 300-е яхăн çын хутшăнчĕ.

Тĕрлĕ дистанцисенче хăйсен ушкăнĕсенче палăрнисене, 1—5-мĕш вырăнсене йышăннисене хаклă парнесемпе, призерсене кунсăр пуçне дипломпа тата медальпе чысларĕç. Медальсене наркотиксене хирĕç кĕрешекен районти комисси (председателĕ С. А. Николаев) шучĕпе хатĕрленĕ, призĕсене тулли мар яваплă “Красноармейская сельхозхимия” пĕрлешÿ (ертÿçи В. Г. Григорьев), “Красноармейское БТИ” муниципаллă предприяти (З. Г. Тарасова), райцентрти “Хозтовары” магазин (Л. Н. Данилов) укçи-тенкипе туяннă. Тулли мар яваплă “Пятилетка” пĕрлешÿ (В. А. Афанасьев) чупура мала тухнă шкул командине чыслама куçса çÿрекен кубок (халиччен кун пек кубок пулман — В. Е.) хатĕрлеме укçа-тенкĕ уйăрнă.

Çăмăл атлетсене финишра вĕри чейпе сăйларĕç.

Чупăва йĕркелесе ирттерекенсем асăннă мероприятине тĕплĕн хатĕрленнĕ. Район администрацийĕ патĕнчен газ уçлакансен микрорайонне çити тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшеççĕ, хаваслă кĕвĕ янăрать. Юбилейлă чупу умĕн сывă пурнăç йĕрки тытса пыракансене “Единая Россия” политика партийĕн районти уйрăмĕн политканашĕн секретарĕ, район пуçлăхĕ С. А. Николаев, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ С. И. Егоров саламларĕç, ăнăçлă стартпа финиш сунчĕç. Станислав Андреевич республикăра тата районта маларах иртнĕ ăмăртусенче палăрнă командăсене дипломсемпе чысларĕ. “Советская Чувашия” хаçат эстафетинче Трак енсем, маларах пĕлтернĕ пек, виççĕ мар, тăватă приз çĕнсе илнĕ. Район администрацийĕнчи социаллă аталану секторĕнче специалистра вăй хуракан Татьяна Васильевасен çемйи (Иван Алексеевич, Татьяна Сергеевна, вĕсен ывăлĕ — Саша) республикăри вырăнти хăй тытăмлăхпа ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсен çемйисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă, диплома тата кубока тивĕçнĕ. Çав наградăсене район пуçлăхĕ чупу умĕн Васильевсене пачĕ те. Кĕç “Единая Россия” партин районти политканашĕн членĕ, район администрацийĕн физкультурăпа спорт тата çамрăксемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ А. Лебедев “Упи — Красноармейски” чупу уçăлни çинчен пĕлтерчĕ, çакна çирĕплетсе, Чăваш Республикин Патшалăх тата Трак ен Гимнĕсем янăрарĕç. Кун хыççăн сывă пурнăç йĕрки тытса пыракансемпе шкул ачисем, автобуссемпе автомашинăсем çине ларса, старт памалли вырăнсене çул тытрĕç.

Пĕрремĕш ушкăнĕ Красноармейски вăрманĕн леш енчен чупма пуçларĕ. Кунта 104-ăн старт илчĕç. Вĕсен хушшинче 84 хĕрарăмпа 17 арçын тата виçĕ ача. Çав йышра 7 çулхи А. Чаховскаяпа тăххăрти Д. Ананьев чи çамрăккисем пулчĕç, вĕсене дивиди дисксемпе чысларĕç.

Кивĕ Йĕкĕт тĕлĕнче 9-мĕш класа çитичченхи арçын ачасемпе 9—11-мĕшсенчи хĕр ачасем, тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрсемпе хĕрарăмсем, 30 çул тултарнă тата унран аслăрах арçынсем умлăн-хыçлăн старт илчĕç. Вĕсен йышĕ 160 çынран та иртрĕ. Хăйсен ÿсĕмĕсенче çаксем çĕнтерчĕç: тăххăрмĕш класа каякан арçын ачасенчен 3900 метра Пикшикри вăтам шкулти Э. Краснов 12 минут та 15.7 çеккунтра чупса тухма пултарчĕ, асăннă трасса рекордне кăтартрĕ. 9-мĕш класа çитичченхи хĕр ачасем. М. Алексеева (Чатукасси) — 14,15 мин. 10—11-мĕш классенчи хĕр ачасем. О. Захарова (ЧМТТ). 30 çула çитичченхи хĕрарăмсем. Л. Кузьмина (ЧПЯХА). 40 çула çитичченхисем. Н. Димитриева (Карай), С. Иванов (ветстанци). 50 çула çитичченхисем. С. Данилова, А. Данилов (иккĕшĕ те Пикшик). 60 çула çитичченхисем. Ю. Ефремов (Упи). 60 çултан иртнисем. А. Сидоров (Трак гимназийĕ).

10—11-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасемпе 29 çула çитичченхи каччăсемпе арçынсем Упири кану центрĕ тĕлĕнче старт илчĕç. Асăннă чупăва, ял хуçалăх ĕçченĕсен çăмăл мар ĕçне пысăка хурса 1969 çулта йĕркелесе янă. Ăна çулленех кĕр мăнтăрĕпе, уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ирттереççĕ. Калас пулать, Упи — Красноармейски трасса çăмăл мар. Дистанци тăршшĕ — 6900 метр. Çĕнĕ Йĕкĕтрен пуçласа Янкас ялĕнчен иртиччен спортсменсен тăвалла чупмалла. Çавăнпа кунта куллен тренировкăсем ирттерсе хăйсене пиçĕхтернисем, чи чăтăмлисем çеç ăнăçу тума пултараççĕ. Чупу пуçланичченех хальхинче Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен Д. Данилов е К. Львов (Трак гимназийĕ) çĕнтермелле, терĕç. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ — çăмăл атлет, иккĕмĕшĕ — йĕлтĕрçĕ. Данилпа Костя иккĕшĕ те стартран вирлĕн тапранса тухрĕç, тĕп ушкăн пуçне тăчĕç. Вĕсем Çĕнĕ Йĕкĕт тăвайккине çити çапла пычĕç. Малалла тăвалалла чупмалла. Çакăнта Д. Данилов ашшĕ, Алексей Николаевич (вăл “Упи — Красноармейски” чупура 7 хутчен çĕнтернĕ — В. Е.) "вăрăм тăвайккинче тĕп ушкăнран тарма тăрăшмалла” тесе ăнлантарнине аса илчĕ пулас та, хăвăртлăха кăшт ÿстерсе, ыттисене кая хăварма пуçларĕ. Лешсем тем пек малалла талпăнсан та тек ăна çитме мехел тупаймарĕç. Акă, Данил финишра ĕнтĕ, секундомер йĕпписем 23 минут 43.4 çеккунт вăхăт кăтартаççĕ. Сăмах май, Д. Данилов унччен виçĕ çул умлăн-хыçлăн Кивĕ Йĕкĕт — Красноармейски чупура пĕрремĕш пулнăччĕ. Халĕ вара унран вăрăмраххинче те çĕнтерме пултарчĕ. Çакна та палăртма кăмăллă, унăн ашшĕпе амăшĕ Алексей Николаевичпа Светлана Юрьевна, яланхи пекех, кăçал та хăйсен ушкăнĕсенче пĕрремĕш вырăнсене йы-шăнчĕç. Асăннă çитĕнĕве вĕсен ывăлĕ тепĕр хут çирĕплетрĕ.

— Хама питĕ аван туятăп, чупу чиперех иртрĕ, — терĕ финиш хыççăн пысăк шанăç паракан Данил. Хăй пек пултаруллă тепĕр темиçе ача юнашар тупăшса чупса пынă пулсан, тен, ку трасса рекорчĕ (шкул ачисен вăл 22 минут та 11 çеккунтпа танлашать, ăна иртнĕ çул А. Павлов (Кĕçĕн Шетмĕ) кăтартнă — В. Е.) патне те çывхаратчĕ пулĕ. Кăна Д. Данилов хăй те пытармарĕ.

Ун хыççăн тепĕр минут çурăран финиша К. Львов вĕçтерсе çитрĕ. Виççĕмĕш призер та Пикшик шкулĕнчен, вăл — А. Михайлов. Андрей Константина 21 çеккунт выляса ячĕ. Д. Сергеевпа А. Гаврилов (иккĕшĕ те Мăн Шетмĕ шкулĕнчен) — тăваттăмĕшпе пиллĕкĕмĕш вырăнсенче.

Çитĕннисенчен асăннă дистанцире хăйне тĕрĕслесе пăхма пĕр Н. Артемьев (Красноармейскинчи газ участокĕ) çеç хăюлăх çитерчĕ, унăн финишри вăхăчĕ — 31 минут та 12 çеккунт.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика