24 октября 2008 г.
Нумаях пулмасть Шупашкарти “Çĕнĕ Вăхăт” (“Новое Время”) издательствăра В. Ф. Романовăн “Юратнă юрăсем” кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Калăпăшĕ 3,25 пичет листи. Музыка редакторĕ И. Р. Степанов.
Паллă ăсчаха тата композитора Вилорик Федорович Романова пирĕн районта чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ.
Пĕлменнисене аса илтерем. Ачалăхĕ Çĕньял Упире иртнĕ унăн. Каярахпа истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, унтан докторĕ пулса тăнă. Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн Тăван çĕр-шывăн ХХ—ХХI ĕмĕрĕсенчи историйĕн кафедрине ертсе пырать, профессор, ăна Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн хисеплĕ ятне панă.
Вилорик Федорович Çĕрпÿри педагогика училищинче вĕреннĕ чухнех чунĕ искусство тĕнчине туртăннă. Унта вăл музыка грамотине тишкерсе, малтанхи юррисене кĕвĕленĕ. Унтанпа вăл мĕн чухлĕ сăвва кĕвве хывман пуль. Паянхи кунчченех ун чунĕнче çак хĕлхем упранать.
“Юратнă юрăсем” юрăсен пуххи 43 юрăран тăрать. Тĕпрен илсен, чăвашла сăвăсемпе кĕвĕленĕ юрăсем кунта. Тăваттăшне (“Тропинка спотыкается” — Н. Рыленко, “Поздние цветы"” — А. Семенов, “Судьба моя” — А. Лукашин, “Над Цивиль-рекой” — Ю. Плотников) вырăсла сăвăсемпе хайланă.
Чăвашла сăвăсемпе çырнă юрăсен тематики те анлă. Пĕрне — “Тăван çĕр-шывăм” (сăвви В. Урташăн) — Раççей çĕрĕнчи Чăваш Ене — тăван кĕтесе — халалланă:
Тăванах çĕр-шывăм,
Ĕлккенех çĕр-шывăм.
Чунтанах эп калăп:
— Яланах эс ман.
Тăванах çĕр-шывăм,
Ĕлккенех çĕр-шывăм,
Яланах эп юрлăп:
— Эсĕ манăн кил.
Шĕкĕр хула — Шупашкар — çинчен те манмасть автор. Хальхинче В. Давыдов-Анатрин “Юратнă Шупашкарăмăр…” сăввине кĕвве хывнă.
Чăвашсен тĕп хули — Шупашкарăмăр,
Сана паттăр Мускав саламлать.
Раççей çĕрĕ-анне, ĕмĕр манмăпăр,
Яланах тăванла пулăшать.
Ку сăвăçпа пĕрлех патриотла тепĕр юрă (“Сăлтав пурах-тăр савăнма!”) та çуратнă композитор. Ĕçченлĕхпе тăванлăха савса мухтаççĕ авторсем унта.
Кама çывăх мар çамрăклăх, ентешлĕх юррисем. Пур вĕсем Вилорик Романовăн та. Хамăр ентешсен — Ю. Петровăн “Çамрăклăх”, Ю. Сементерĕн “Ентешлĕх” сăввисене тĕпе хурса юрă кĕвĕленĕ.
Атте-анне пехилĕпе çуралнă
Эпир, туссем, Трак ен тăрăхĕнче.
Юрлас тесен — сар кайăк пек çунатлă,
Ĕçлес тесен — пăрчкан пекех ĕçчен, — иккĕн пĕр пулса килĕшÿллĕн шăрантарать мăшăр автор.
С. Аксар (Александр Мефодьев) сăвăçпа иккĕшĕ “Салам, аслă шкулăм” юрра Чăваш патшалăх педагогика университетне халалланă. (Ку аслă шкулта В. Романов вĕреннĕ, нумай çул хушши ĕçленĕ, истори кафедрине ертсе пынă). “Залра юхать ăш пиллĕ çемĕ” (сăвви Л. Мартьянован), “Йĕрлевçĕсен юрри”, “Параппанçă юрри” (сăмахĕсем Ю. Петровăн) юрăсем шкул пурнăçĕпе уйрăлми тачă çыхăннă.
Йĕрлемен кĕтес ан юлтăр, —
Çĕн маршрут умра нумай.
Пире пурте паллă пултăр,
Çитĕнсе ăс пухнă май — кусем йĕрлевçĕсен юррин хăш-пĕр сăмахĕсем.
В. Романовăн икĕ юрри (“Каçар, анне” — сăмахĕсем В. Давыдов-Анатрин, “Çыру” — сăвви Ю. Петровăн) аннесене халалласа çырнăскерсем (сăмах май, композиторăн амăшĕ тăхăр вуннă урлă каçнă, пурăнать).
Каçар, анне, час-час çырмарăм,
Ан кÿренсем, ан ÿпкеле.
Сан умăнта сахал-им парăм,
Хăçан татса пĕтермелле — ку юррăн кĕввине те Чăваш радио передачисенче чылайăшĕ илтнĕ ĕнтĕ.
Ытти чылай авторăнни пекех, композиторăн юрату туйăмĕллĕ юрăсем те çуралаççĕ. Унăн “Çутă каç” юррине (сăвви Н. Садовникован, вырăсларан С. Аксар куçарнă) чылайăшĕ — çамрăкки те, ватти те — кăмăллать, Вилорик Федоровичăн чи лайăх хайлавĕсен шутне кĕртет. “Чунăма уçсам”, “Каламарăм сана…” (сăввисем Н. Садовникованах) юрăсем те юратакан чĕресемшĕн яланах çывăх-тăр. Кĕнекери “Манас çук сана” (сăвви Юхма Мишшин), “Эс пĕрех асра”, “Аса ил”, “Ан ятла” (сăввисем Л. Мартьянован), “Асил мана” (сăвви Ю. Сементерĕн), “Юратнă сукмак”, “Салтак тунсăхĕ” (сăввисем С. Аксарăн), “Час-часах манпа эс тĕл пулаттăн”, “Эп шыратăп сана” (сăввисем М. Волкован), “Эп сана юратрăм” (сăвви М. Румянцевăн), “Эс тухсамччĕ…”, “Юратушăн пуçа тайрăм” (сăввисем В. Давыдов-Анатрин), “Мăкăнь” (сăвви В. Димитриевăн) юрăсем те çав туйăмпалах тулнă.
В. Романовăн пултарулăхĕн тепĕр пайĕ — çут çанталăка халалланă, ăна юратма чĕнекен юрăсем. Вĕсен шутĕнче — “Эс калаç, калаç”, “Шурă хурăн” (сăввисем Л. Мартьянован), “Лантăш” (сăвви Ю. Петровăн), “Лĕпĕшсем” (сăвви В. Димитриевăн).
Пĕр сăмахпа каласан, кĕнеке анлă енлĕ, пуян содержаниллĕ пулса тухнă. Унти кашни юрра, кĕвве композитор хăйĕн çăл куç пек тапса тăракан чун хĕлхемне хывнă. Ăна çак ятпа ăшшăн саламласа пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп.