АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Клуб çамрăксене паян та илĕртет

24 октября 2008 г.

 

40 çул каялла çĕклесе лартнă клуб паян та Санькасси çамрăкĕсене илĕртет.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ Еншик Чуллăри вăтам шкулта физика учителĕнче вăй хума пуçларăм. Ĕçе тăван ялтан — Санькассинчен — çÿреттĕм. Каçсерен вара çамрăксемпе спектакль-концерт хатĕрлесе ял халăхне савăнтарнă. Çынсем хамăр ялти шкула пуçтарăнатчĕç. Концерт кăтартма сценăна партăсем çине хăмасем хурса хатĕрлеттĕмĕр. Иван Николаев, электрикра вăй хураканскер, питĕ тимлетчĕ, спектакльсенче артист евĕрех вылятчĕ. Çав вăхăтра ялта лавкка тума тытăннăччĕ, анчах стройматериал çитмен пирки ĕç чарăнса ларнăччĕ. Çамрăксем лавккаран клуб тăвасшăн пулчĕç. Çак шухăш Геннадий Тимофеев çамрăк бригадира та килĕшрĕ. Ку ыйтупа “Прогресс” колхоз правленине тухрăмăр, К. Л. Лаврентьев председатель те хирĕç пулмарĕ.

Чи малтанах Геннадий Германовпа (паллă каменщик, платник) пулас клуб проектне турăмăр, районти тивĕçлĕ органсенче ăна çирĕплеттертĕмĕр. Клуб коридорĕпе кинобудка никĕсне çамрăксемпе çырмаран чул кăларса килсе ятăмăр. Пултаруллă та хастар Виктор Николаев механизатор Мăн кун чухне чул кăларнине паян та лайăх астăвать.

Санькассинчи Виталий Тимофеев, Пĕрремĕш Çĕньялти Михаил Александров тата Еншикри Валерий Захаров трактористсем ял çамрăкĕсемпе пĕрле Киререн мачча, урай сарма, сцена тума хыр, чăрăш кÿрсе килсе хăмасем çуртараççĕ. Платниксен бригади — Капитон Мефодьев, Геннадий Германов (бригадир) тата Игнатий Мефодьев ĕçе кÿлĕнет. Ун чухне каменщик, штукатур пулма вăтам шкултах вĕрентнĕ. Пирĕн ял ачисем пĕлĕвĕсене клуб тунă çĕрте çирĕплетсе пычĕç (вĕсене ĕçе Н. А. Андреев хăнăхтарнă).

Çапла 40 çул каялла эпир çĕнĕ клуба кĕтĕмĕр. Ял çамрăкĕсене районти комсомол организацийĕ хисеп грамотипе чысларĕ. Ачасем ĕçлесе илнĕ укçапа клуб валли телевизор, баян, проигрыватель, бильярд, сĕтел-пукан, чÿрече каррисем туянтăмăр.

Колхоз председателĕ çамрăксене Чĕмпĕре экскурсине кайма автобус (водителĕ Пĕчĕк Супарти Пимен Карпов) уйăрса пачĕ. Çул çÿрев пурне те килĕшрĕ.

Манăн йăмăк — Зоя Афанасьевна тата Клавдия Леонтьева техслужащи ĕçленĕ клубра. Пурлăха йĕркеллĕ тытнă, çамрăксене те çакнах хăнăхтарнă вĕсем. Тепĕр тесен, хăв тунă ĕçе кам хакламĕ-ха? Спектакль-концертсене учительсем те, шкул ачисем те хутшăннă, пултарулăхĕпе ял халăхне, ашшĕ-амăшне савăнтарнă.

Хальхи çамрăксем те клуба, ун çывăхĕнчи территорие типтерлĕ тытаççĕ. Ял 360 çул тултарнине хатĕрленсе клуба юсарĕç те. Валерий Гаврилов уява пынисене хăйĕн чĕререн тухакан юррисемпе савăнтарчĕ. Ку чухнехи çамрăксем пирĕн ĕçе малалла тăсни, юрласа ташлани, сăвăсем çырса юрăсем кĕвĕлени чăннипех те савăнтарать мар-и-ха?

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика