АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлма ан васка, тăван

24 октября 2008 г.

 

Халăх пултарулăхĕн районти çуртĕнче ватă çынсен иккĕмĕш пултарулăх фестивалĕ иртрĕ.

Фойере илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрать. Сулахай енче чăваш тумĕ тăхăннă хĕрарăмсем çăм арласа тата тĕрĕ тĕрлесе лараççĕ, сылтăм енче — сĕтел çинче сăмаварпа вĕри чей.

Кунтах “Семейных рук творенье” алă ĕçĕсен выставкине йĕркеленĕ. Унта Алманч ял тăрăхĕнчи Е. Николаевапа А. Кудряшова, З. Антоновапа Г. Гурьев (Чатукасси), Павловсемпе Шемякинсен çемйисем (Пикшик) хăйсен ĕçĕсене тăратнă. Фестивале килнисем вĕсемпе тĕплĕн паллашрĕç.

Кĕçех Н. Никоноров ертсе пыракан “Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ “Эпир тăваттăн — пĕр тăван” юрă юрласа зала пырса кĕрет. Юрă вĕçленсен сцена çине фестивале ертсе пыракан Н. Филиппова тухать.

— Ырă каç, хаклă тăванăмăрсем! Юрăри евĕр, сирĕн çине яланах кăн-кăвак тÿперен сап-сарă хĕвел йăлкăшса пăхтăр, таврари кайăк-кĕшĕк илемлĕ юрă шăрантартăр, ача-пăчан хаваслă сасси янăраса тăтăр, — терĕ вăл. — Нумаях пулмасть эпир Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне паллă турăмăр. Халĕ вара пирĕн сумлă та чыслă кинемейсемпе мучисене “Ватăлма ан васка, тăван” II пултарулăх фестивальне пухрăмăр.

Ватăсене саламлама районти социаллă хÿтлĕх пайĕн заведующине Л. Киселева тата районти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председательне В. Гордеевана чĕнеççĕ.

— Паянхи фестиваль “Ăрусен туслăхĕ” акци ячĕпе иртекен мероприяти. Çавăнпа унта хутшăнакансене çивĕч тупăшу, ăнăçу сунатăп, — терĕ Леонид Аркадьевич.

Валентина Харитоновна вара асăннă фестиваль районти ветерансен канашĕ сĕннипе иртнине палăртрĕ. Вăл малашнехи тупăшусенче массăллăха ÿстермелли çинчен каларĕ.

“Ватă çын — тăватă çын” тени ахальтен çуралман. Вăл пĕр вăхăтрах ача чунне, яш-кĕрĕм ĕмĕтне, вăй питтисен халне пĕлет. Хăй вара тăваттăмĕшне — ватăлсан пурнăç мĕн тумаллине чухлать. Çавăнпах ĕнтĕ йĕркеллĕ çемьесенче, ялсенче нумай чăтнă, нумай пĕлекен ватăсен сăмахне итлеççĕ. Сцена çине халăх пултарулăхĕн районти çурчĕ çумĕнчи ветерансен хорĕ тухать. Вĕсем “Вальс ветеранов” (сăввипе кĕвви Н. Карлинăн), “Пурнăçра çул кăтарттăр ватти” (сăвви Н. Ершовăн, кĕвви О. Дмитриевăн) юрăсене шăрантарчĕç.

Ачалăх кача пÿрне тăршшĕ, яшлăх чавса тăршшĕ, теççĕ. Ватлăх мĕн тăршшĕ пулать-ши? Кăна пĕлекен, ăнлантарма пултаракан çын çук-тăр. Акă, сцена çине Алманч ял тăрăхĕнчен килнĕ икĕ кинемей — Елена Николаевапа Александра Кудряшова улăхаççĕ. Вĕсем “Ватлăх мĕн тăршшĕ” чăваш халăх юррине юрласа пачĕç. Шывпуçĕнчи кану центрĕ çумĕнчи “Кăйкăр” фольклор ансамблĕн ертÿçи Л. Егорова ватăсене асăнмалăх парне — тутăр парнелерĕ.

Сцена çине Чатукасси тăрăхĕнчен килнĕ пултарулăх ĕçченĕсем тухаççĕ. З. Антонова педагог-ветеранпа кунти кану центрĕ çумĕнчи “Телей” ушкăн “Пĕчĕк çеç çырма” чăваш халăх юррине парнелерĕç. Арçыннăн пурнăç тăршшĕнче ывăл çитĕнтермелле, пÿрт лартмалла, сад-пахча çитĕнтермелле, тенĕ. “60 çул урлă каçрăм, арçын тĕллевĕсене пĕтĕмпех пурнăçларăм”, — тет Çĕнĕ Выççăлккăри Г. Гурьев. Вăл юрланă икĕ чăваш халăх юррине куракансем питĕ ăшшăн йышăнчĕç.

“Тĕрĕллĕ çи-пуç тăхăнса сцена çине тухатăн та пĕтĕм ÿт-пĕве вăй-хал кĕнине туятăн”, — теççĕ Упири тĕслĕх библиотека çумĕнчи “Сурпан” фольклор ушкăнĕн юрăçисем. Йышлăн килнĕ вĕсем фестивале, куракана хăйсен пултарулăхĕпе тыткăна илчĕç.

Маттур пирĕн ватă асатте-асаннесем. Вĕсем эпир пĕлмен авалхи вăрттăнлăхсене пĕлеççĕ. Пирĕн тĕллев вара — ватă çынсен пултарулăхне ачасемпе мăнуксенче ĕмĕрлĕхе хăварасси. Сцена çине райадминистрацин социаллă аталану секторĕн заведующийĕ В. Лукин тухать, фойере йĕркеленĕ курава хак парать, унта хутшăннисене фестиваль дипломĕсемпе чыслать. “Трак ен” ушкăнти Л. Александрова “Хăна юрри”, Л. Григорьев “Юр тăкăнать”, Г. Дубров “Улăх юрри” (сăвви Г. Дубровăн, кĕвви И. Прокопьевăн) юрăсемпе, ветерансен хорĕнчи Г. Сергеев хăйĕн шÿчĕсемпе савăнтарчĕç. А. Павлова “Юрату юррипе”, Н. Шемякина “Чуста çăрма вĕренни” юптарăвĕпе куракана тыткăна илчĕç.

Фестиваль Ю. Романов, Э. Федорова, А. Алексеев “Пурнăç юрри” (сăвви Н. Ершовăн, кĕвви Ю. Романовăн), “Кĕрекере” (сăвви П. Кузьминăн, кĕвви Ю. Романовăн) юрăсене шăрантарнипе вĕçленчĕ. Унта хутшăнса хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă кашни ватах фестиваль дипломне тивĕçрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика