АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Йывăç кунĕ” районти акцие хутшăнса

21 октября 2008 г.

 

Чăваш Республикин Президенчĕн Йывăç кунĕ çинчен Указне пурнăçласа тата районта пурăнакансене ăс-хакăлпа экологи воспитанийĕ парассине, йывăç-тĕм лартса тирпей-йĕрке тăвассине лайăхлатас тĕллевпе районта виçĕ номинаципе “Йывăç кунĕ” акци ирттернĕ.

“Кĕр кунне йывăçсем лартни-2008” номинацире, акă, 10 шкул ирттернĕ ĕçсем пирки отчетсем тăратнă. Упи вăтам шкулĕ чи лайăххи пулса тăнă, унăн материалне республикăри конкурса çитернĕ.

“Эпир пурте тĕлĕнтермĕшсем хыççăн васкатпăр...” ятлинче Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕн 9-мĕш класĕнче вĕренекен Александр Илларионов “Кĕçĕн Шетмĕ” экологи сукмакне тĕплĕн сăнласа панă, республикăри конкурса хутшăнма тивĕçнĕ.

“Йывăçсене хÿтĕлер!” номинацие хутшăннисем йывăçсене хÿтĕлес енĕпе листовкăсем хатĕрлесе тăратнă. Жюри 52 ĕçе пăхса тухнă. Район шайĕнчи çĕнтерÿçĕсем çаксем пулса тăнă: Артем Аленцевпа (9-мĕш класс) Диана Васильева (6-мĕш класс) — Мăн Шетмĕри вăтам шкултан; Кирилл Павловпа (5-мĕш класс) Анастасия Иванова (6-мĕш класс) — Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкултан; Наталья Муравьева (8-мĕш класс) — Кĕçĕн Шетмĕри вăтам шкултан. Вĕсен ĕçĕсем республикăри конкурсра та малти вырăнсене тивĕçессе шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика