АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикипех палăрнă

21 октября 2008 г.

 

Юрий Васильевич Шепилов композиторăн пурнăçĕ сарăмсăр татăлчĕ. Темле путсĕр çын ун çине аллине çĕклерĕ.

Ю. В. Шепилов 1951 çулхи августăн 21-мĕшĕнче Красноармейскинче çуралнă. Туслă çемьере ÿснĕ, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхне мĕн ачаранпах туйнă. Вăл вăтам шкул хыççăн Чулхулари автотехникумра, Мускаври юридически патшалăх академийĕнче вĕреннĕ. Ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ.

Пурнăç биографийĕ пуян пулнă унăн. Юрий Васильевич райпора водительте, “ГаЗ-ЛТД” уçă юлташлăхра автомеханикре, районти кино кăтартакан предприятин директорĕнче ĕçленĕ. Юлашки вăхăтра вара — “Лама” хупă акционер обществинче автозаправка станцийĕн начальникĕнче.

Пулас композиторăн пĕрремĕш юрри 1969 çулта район хаçатĕнче пичетленсе тухнă. Халăх хушшинче сарăлнă юрăсене палăртма кăмăллă: “Пурнăç лайăх, аннесем пулсан”, “Тăван Чăваш ен”, “Алтăр çăлтăр”, “Кăвак сирень”, “Шурăм пуç” тата ыттисем те. Ентешĕмĕрĕн юррисене халăх хушшинче сарма Зоя Смирновапа Света Данилова чылай ĕçленĕ.

Республика шайĕнче вара Иван Христофоров, Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Виталий Петров, Маргарита Туринге юрăçсем тÿпе хывнă. Композиторпа Юрий Сементер, Раиса Сарпи, Любовь Мартьянова, Леонид Антонов, Шетмĕ Михали, Зинаида Михайлова, Николай Карай сăвăçсем туслă çыхăну тытнă.

Композитор хăй кĕвĕленĕ чи паха юрăсене 2007 çулта “Шурăм пуç” кĕнекепе пичетлесе кăларнă. Асăннă çулах ăна Чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе иксĕлми вăй хунăшăн “Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. Вăл районти Нестер Янкас ячĕллĕ премие (1991 ç.) тивĕçнĕ, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ (1995 ç.) пулса тăнă.

Ентешĕмĕрĕн юррисем республика шайĕнче иртекен “Кĕмĕл сасă”, “Вирьял шевлисем”, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсенче палăрнă.

Вăл “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивале ирттерме чылай чухне укçа-тенкĕ те хывнă.

Хаклă çыннăмăрăн çутă сăнарĕ, таса кăмăлĕ яланах пирĕн асра пулĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика