21 октября 2008 г.
Юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче район пуçлăхĕ С. А. Николаев йĕркелесе пынипе право йĕркине пăснинчен асăрхаттарас енĕпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ иртрĕ.
Унăн пĕлтерĕшĕ пысăккине комисси членĕсемпе пĕрлех ларăва район прокурорĕ А. В. Шабалкин, район сучĕн председателĕ В. Н. Дмитриев, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. М. Рожков, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, хуçалăхсен, предприятисен, организацисемпе учрежденисен ертÿçисем хутшăнни те уççăн çирĕплетет. Кун йĕркине 5 ыйту кĕртрĕç: право йĕркине сыхласси кăçалхи 9 уйăхра мĕнле пулни тата профилактика ĕçне вăйлатас енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умĕнче тăракан задачăсем; ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне çĕнетсе лайăхлатасси; ял тăрăхĕсем ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн милицин участоксенчи пункчĕсене пурлăхпа техника тĕлĕшĕнчен пуянлатма укçа-тенкĕ уйăрни; районти çулсем çинче лару-тăру епле пулни тата ку енĕпе йышăнакан мерăсем; отчетсем итлесси.
Çÿлерех асăннă ыйтусемпе район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕр-ремĕш çумĕ Н. И. Антонов, шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ В. М. Рожков, район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ Н. И. Васильев, обществăлла хă-рушсăрлăх милицийĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан П. В. Петров тата районти ГИБДД начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Ю. Алексеев докладсем турĕç, милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсенчен А. П. Макаровран (Красноармейски) тата Е. В. Ивановран (Алманч), Еншик Чуллă ял тăрăхĕн пуçлăхĕнчен Г. Т. Васильевран информацисем итлерĕç.
Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, район пуçлăхĕ С. А. Николаев правăна сыхлакан органсемпе профилактикăн ытти субăекчĕсен ĕçĕ, тĕпрен илсен, ыйтнине тивĕçтернине палăртрĕ. Çав хушăрах милицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене çеç мар, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене пырса тивекен пысăк çитменлĕхсем те пур. Вăл тĕслĕх вырăнне Еншик Чуллăри кану çуртне çаратса-тустарса юрăхсăра кăларнине илсе кăтартрĕ, халĕ правăна сыхлакан органсем ку тĕлĕшпе тĕрĕслев ирттернине па-лăртрĕ. Станислав Андреевич хăйĕн сăмахĕнче преступлени тăвассине хирĕç кĕрешесси милицин çеç мар, влаç органĕсемпе общественноç ĕçĕ те пулса тăнине тепĕр хут палăртса каларĕ. Вăл район администрацийĕпе ял тă-рăхĕсен администрацийĕсем шалти ĕçсен пайне малашне те финанс тĕлĕшĕнчен пулăшма хатĕррине асăнчĕ, ирĕклĕ халăх дружинисен ĕçне йĕркелессипе район администрацийĕ интересленсех тăрасса шантарчĕ.
Лару пăхса тухнă ыйтусемпе тивĕçлĕ йышăнусем турĕ.