21 октября 2008 г.
Ман çапла çырнă сăвă та пур:
Эп вырнă, çыхнă кĕлтерен
Çавра çĕмел ÿссе ларсан,
Чăн, маншăн çутă тĕнчере
Унран пахи нимскер пулман...
Халь ун пек сăвă тем тусан та çыраяс çук. Эп хама тепĕр тесен тахçанхи çын та теместĕп. Хам пурăнса иртнине аса илсе, пурнăç урапине каялла çавăрттарма та шухăшламастăп. Иртни куç умне тухать те, паянхи пурнăç çине пăхсан, чун ыратса каять. “Ма эпир çав териех тирпейсĕр-ши?” — тетĕп.
Эп таçта мар, Карай уйĕнче тăратăп. Кунти çĕре эп хăй вăхăтĕнче сухаланă, тырă акнă, ăна пухса илнĕ.
Халь уйсенче çĕмел таврашĕ çук. Ун вырăнне уйĕ-уйĕпе комбайн вырса çапнă улăм сапаланса выртать. Унччен выльăх-чĕрлĕх валли улăм хатĕрлеме çич юта кайнă. Хамăр уйсенчех халь Краснодар крайĕ, Курган облаçĕ. Купи-купипе ана çинчех паха арпа çумăрпа шÿсе çĕрет. Тăкăннă тырă лапки-лапкипе калчаланнă. Чĕркуççи çÿллĕш хăмăл, ларса юлнă тырă пучахĕсем... Кам ĕçĕ ку? Тÿррипе каласан, комбайнер ĕçĕ! Пĕлсе тунă брак!
Унта-кунта улăм урисем лараççĕ. Вĕсенче улăм нÿрĕпе хĕрет. Хытарса тăрăласан, çил сиресрен вĕсене улăм вĕренсемпе, çапăсемпе çирĕплететчĕç-çке.
Çак та куçа кĕрет. Сухаламасăр хăварнă лаптăксем çинче юпасем выставкăна тăратнă экспонатсем пек курăнаççĕ. Мĕн чухлĕ çĕр вĕсем тавра сая каять. Ака ĕçĕсем вĕçленсен ятарласа “Юпа” операци ирттернĕ.
Фермăсенчен кÿрсе килнĕ тислĕк тата! Пĕр çĕре купалама хал çитмен-ши? Тислĕк куписем вĕсем аякран улăп тăприсем пек курăннă. Çăва тухсан, çĕрпе хупланă. Шăтнă çум курăкĕсене çавапа çулнă.
— Ĕçлекен çук, — хаш сывларĕ пĕрремĕш бригадăн ертÿçи.
Ĕçлекен çукки вăл — пĕрре, пуррисемпе ĕçлеме пĕлесси — тепре. Халь унчченхи мар. Партипе правительство искусственнăй йывăрлăхсем туса ĕç çыннине муритленĕ вăхăтсем иртсе кайрĕç. Ял çыннине ни лаша, ни машина памассипе хăратма çук. Кашни килтех тенĕ пекех мотоблок пур. Кирлĕ-тĕк, вăрăм укçа çапма Мускавалла та ярăнтараççĕ.
— Колхозра ĕçлерĕм. Ни тырри, ни улăмĕ, ни укçи çук, — терĕ пĕр шабашник.
Карай тăрăхĕнче колхоза кĕмесĕр юлни икĕ кил пулнă. Халь ĕçлеме пултаракансенчен çурри ытла пĕрлешÿллĕ хуçалăх ĕçĕ çине алăпа сулнă. Тен, çавăнпах-и хуçалăх ятне апла та, капла та улăштарса пăхрĕç.
Çапла, пурнăç сисĕнмесĕр улшăнать. Çĕр кăна мĕнле пулнă çаплипех юлать. Кашни çул сухаласса, акса-лартса хăварасса кĕтет. Çынсăр пуçне кам тутăр ăна?