21 октября 2008 г.
Çĕр — пирĕн иксĕлми пысăк пуянлăх. Çавăнпа та унпа пĕлсе тата тĕллевлĕ усă курмалла. Шел, чылай чух вырăнсенче хăшĕсем çакăн çинчен манаççĕ.
Акă, Раççейри Куçман пурлăхăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн районсем хушшинчи 5-мĕш №-лĕ уйрăмĕ çулталăк хушшинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 14577,36 гектар çĕрпе усă курнине план тăрăх — 17 хут, тепĕр 16623,44 гектар лаптăк çинче планпа пăхман 12 тĕрĕслев ирттерчĕ. Вĕсем хыççăн ял хуçалăх ĕçĕнче усă курман 3972 гектар çĕре тупса палăртнă. Çав шута “Свободăпа” “Дружба” ЯХПКсенче 3 çул тата унран ытларах вăхăт усă курман 546,5 гектар çĕр те кĕрет. Асăннă икĕ хуçалăхĕ те тахçанах панкрута тухнă тата паянхи кун вĕсем çук. Иккĕшĕнче те территорири çĕр йĕркелĕвĕн ĕçĕсене туса ирттернĕ. Ыйтнă çĕрсен пайĕсене кадастр енчен шута илнĕ тата халĕ Регистраци службинче çĕнĕрен регистрацилеççĕ. Ыйтман çĕр пайĕсене çитес кунсенче кадастр тĕлĕшĕнчен шута илмелле, хуçине тупса тĕллевлĕ усă курма пуçламалла. Панкрута тухнă хуçалăхсен ял хуçалăх производствинче усă курман çĕрĕсем пирки, вĕсен лаптăкне тата ăçта вырнаçнине, миçе çул усă курманнине кăтартса, çитменлĕхсене пĕтерме мерăсем йышăнма район администрацийĕн пуçлăхĕ патне çыру ярса панă.
Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе унччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене 1696 гектар пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Вĕсенче агротехника ĕçĕсене туса ирттернĕ. Çав шутра 524 гектарĕ çинче çурхи культурăсем акса çитĕнтернĕ, 830 гектарне кĕр тыррисем акса хăварнă. Пусăсен пĕр пайĕ çинчи çĕр тухăçсăррине шута илсе, районта вĕсемпе вăрман лартса çитĕнтерме тата пĕчĕк тухăçлă ял хуçалăх çĕрĕсен шутне куçарма палăртаççĕ.