21 октября 2008 г.
Сентябрьте çанталăк ытла уярах пулмарĕ пулин те, строительсем хăйсен тивĕçне пурнăçлас тĕлĕшпе нумай ĕçлерĕç. Акă, “ЧР "Чувашавтодор” ПУПĕн филиалĕ Вăрнарти ДРСУ” тата тулли мар яваплă “Воддорстрой” пĕрлешÿ вăйĕсемпе авăн уйăхĕнче 7 километр та 429 метр çула ĕçе кĕртсе, çичĕ яла хытă сийлĕ çулсемпе çыхăнтарнă.
Çапла майпа Чăваш Республикин Президенчĕн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсен сечĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес тĕлĕшпе пурнăçламалли мерăсем çинчен” Указне пурнăçлас çĕре сумлă тÿпе хыврĕç асăннă строительство организацийĕсем. Халĕ Тури Типçырмапа Тăватпÿрт, Уйриçуртпа Шăпăрлăвар, Чаканарпа Хĕлеç тата Кĕçĕн Чуллă ялĕсене кирек мĕнле йĕпе çанталăкра автомототранспортпа хăвăртах çитсе килме май пур, кĕрсе ларас хăрушлăх çук.
“Воддорстрой” подрядчик Пĕчĕк Супарпа Дворик, Кушарпа Туканаш, Пулайкассипе Типвар тата Шăнарпуç ялĕсене каякан çулсем (вĕсен тăршшĕ 6318 м) çинче строительствăпа монтаж ĕçĕсене вĕçлерĕ, Чумашпа Шуркана çитерекеннисенче (3516 м) çул-йĕр сийĕ сармалла.
Çавăн пекех “Тракт” пĕрлешÿ Кăлавапа Упа Çырми, Четрик ялĕсене илсе пыракан çулсем (3274 м) çинче строительство ĕçĕсене тĕпрен илсен вĕçленĕ теме те юрать.
Тулли мар яваплă “Дорсервис” — Арçунакассине, “Стройсфера” — Кивьяла, “Дорстрой” Малти Карăка каякан çулсене тăваççĕ.
Кунсăр пуçне “Воддорстрой” пĕрлешÿ вырăнти бюджет шучĕпе Карайпа Анаткаса, Чатукассипе Шывпуçне илсе çитерекен çулсене (10,5 км) çиелтен питĕ вĕтĕ чул сийĕпе витсе тухнă.
Республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе те ĕçсем пыраççĕ.