АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачана вĕренÿре мĕнле пулăшмалла?

21 октября 2008 г.

 

Çак кунсенче райхаçата Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи пуçламăш классене вĕрентекен О. Гурьева хăй тĕпчевĕсемпе хатĕрленĕ “Ачана вĕренÿре мĕнле пулăшмалла?” статья илсе килчĕ. Ăна вулакана сĕнетпĕр.

Халăхра çапла калаççĕ: çемьере миçе ача, ашшĕ-амăшĕ те пĕрремĕш класра çавăн чухлĕ вĕренет, теççĕ. Анчах ашшĕ-амăшне икĕ хут çеç мар, виçĕ хут та “1-мĕш класра вĕренме” тивет пулин те, пуçламăш класа каякан ачана вĕрентнĕ чух вĕсен умне нумай ыйту сиксе тухать. Чи пысăкки — ачана хăйĕн çĕнĕ тивĕçĕпе яваплăхне туйса, ăнланса пурнăçласа пыма вĕрентесси.

Ачана вĕренÿре мĕнле пулăшмалла? Пĕрремĕш класра вĕренекенсене вĕренÿ çулĕн малтанхи кунĕсенчен пуçласах тĕплĕн тĕрĕслесе, пулăшса тăмалла. Чи малтанах пĕрремĕш класс ачин ĕç вырăнне йĕркелемелле. Урок тумалли вырăн яланах пĕр çĕрте пулсан питĕ аван. Сĕтеле сулахай енчи чÿречерен çутă ÿкмелле лартăр. Сĕтел-пукан ача пĕвĕн çÿллĕшне тивĕçтермелле.

Психологсем çыннăн нумай енлĕ пурнăçĕнче унăн виçĕ тĕрлĕ ĕç-хĕлне палăртаççĕ: вăйă, вĕренÿ, ĕç. Ача 6—7 çулсене çитсен, унăн пурнăçĕнчи хайхи вăйă çĕнĕ ĕç-хĕлпе — вĕренÿпе — хăвăрт ылмашăнма тытăнать. Çакă малтанлăха ачашăн хăнăхман ĕç-ха. Ашшĕ-амăшĕ ăна çийĕнчех пулăшса, тĕрĕслесе тăман пирки кĕçĕн çулхи шкул ачине çĕнĕ ĕç йывăрлăх кÿрет. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачана вĕренÿре пур енчен те пулăшса пымалла. Паян ачана сирĕн пулăшмаллипе пулăшмалла маррине мĕнле пĕлмелле? Малтанах ачаран киле панă ĕçе вăл мĕнле тума шухăшлани çинчен ыйтăр. Учитель киле вĕренме парса янă материала ача тĕрĕс ăнланнине пĕлсен, унтан кăшт айккинерех ларăр та ĕçленине сăнăр.

Уроксем туса пĕтерсен, 1-мĕш класс ачин хăйĕн ĕç вырăнне тирпейлемелле, ыранхи ĕç кунне хатĕрленмелле. Вĕренÿре кирлĕ япаласене сумккăна тĕрĕс майлаштарса хурасси те — пĕрремĕш класс ачишĕн çĕнĕ ĕç. Пĕрремĕшĕнчен сумккăра ытлашши пĕр япала та пулмалла мар. Иккĕмĕшĕнчен, ыран шкулта кирлĕ пулакан пĕр япалана та киле манса хăвармалла мар. Пурне те сумккăна расписани тăрăх тĕрĕслесе чикетпĕр.

Çапла вара:

1. 1-мĕш класс — ачашăн та, ашшĕ-амăшĕшĕн те чăн-чăн пысăк тĕрĕслев. Ача шкулта малашне мĕнле вĕренесси çакăнта никĕсленет.

2. Ачан вĕренÿре чăрмантарма пултаракан психологилле пур çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшмалла: сирĕн ача хăйĕнчен аслисем хушнине тума, тимлĕ итлеме, ыйтусем çине хуравлама пултарать-и; хăй таврашĕнчи çынсемпе вăл яланах ырă кăмăллă-и?

3. Ачана малтанах 1-мĕш класс программинчен иртсе кайса вĕрентни мар, ачана ăс-тăн тĕлĕшĕнчен пур енлĕ аталантарни 1-мĕш класра вĕренекеншĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика