21 октября 2008 г.
Район пуçлăхĕн кăçалхи мартăн 28-мĕшĕнчи 52-р хушăвĕпе килĕшÿллĕн, районта пурăнакансем Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсемпе граждансен пухăвĕсенче 2007 çулта тата 2008 çулхи январь — февраль уйăхĕсенче панă критикăлла асăрхаттарусемпе сĕнÿсене пурнăçа кĕртмелли мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Унта 128 асăрхаттарупа сĕнÿ кĕнĕ. Ĕç тăвакан власть органĕсен ячĕпе панă ыйтусене, пуçлăхсемпе килĕшсе, 9 ял тăрăхĕпе уйăрнă. Вĕсене (мероприятисен планне ял тăрăхĕсене те çитернĕ) мĕнле пурнăçа кĕртсе пынине тĕрĕслесех тăратпăр, кун пирки район тата ял тăрăхĕсен сайчĕсенче, райхаçат урлă пĕлтерсех пыратпăр. Çак ыйтăва район хăй тытăмлăх канашĕн кăçалхи апрелĕн 7-мĕшĕнчи ларăвĕнче те пăхса тухнăччĕ. Унтанпа мĕнле улшăнусем пулчĕç-ха? Çакна аяларахри таблицăран та аван курма пулать (пĕрремĕш колонка — ял тăрăхĕсем, иккĕмĕшĕ — асăрхаттарусемпе сĕнÿсем пĕтĕмпе панă, виççĕмĕшĕ — çав шутран пурнăçланă, тăваттăмĕшĕ — ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама пăхаççĕ, пиллĕкмĕшĕ — хальлĕхе нимĕнле мерăсем те йышăнман-ха):
Алманч 9 3 4 2
Мăн Шетмĕ 5 2 3 —
Кĕçĕн Шетмĕ 21 9 8 4
Карай 9 3 — 6
Красноармейски 34 7 4 23
Пикшик 11 3 3 5
Упи 13 3 5 5
Чатукасси 10 5 1 4
Еншик Чуллă 16 5 5 6
РАЙОНĔПЕ 128 40 33 55
(процентпа) 31,3 25,8 42,9
Çакна палăртса хăварни те вырăнлă. Кашни асăрхаттарупа сĕнÿ хыçĕнче — çынсен чун ыратăвĕ. Çавăнпах вĕсене пурнăçа кĕртессипе куллен тата тĕллевлĕ ĕçлесе пымалла. Ку вара, тĕпрен илсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, вырăнти актив — ял старостисемпе ял тăрăхĕсен депутачĕсем, общественность — пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тимленинчен килет.