АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн хумхантарать шупуçсене?

21 октября 2008 г.

 

Информаци кунне хутшăнакан пирĕн ушкăн (унта “Халăха социаллă пулăшу паракан Красноармейскинчи центр” республика патшалăх учрежденийĕн директорĕ А. Никитин, район администрацийĕн строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх секторĕн тĕп специалисчĕ В. Тарасова тата çак йĕркесен авторĕ кĕчĕç) Пикшик тăрăхĕнче пулчĕ.

Вырăна çитсен пирĕн ушкăна Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Данилов хутшăнчĕ. Пурте пĕрле Шупуç ялне çул тытрăмăр. Алексей Николаевич çул тăршшĕпе вырăнти ĕç-хĕлпе паллаштарса пычĕ. Ку тăрăхра Чăваш Республикин Президенчĕн Н. В. Федоровăн 2006 çулхи августра йышăннă “Чăваш Енре автомобиль çулĕсен сетьне тăвассине хăвăрттăн вĕçлемелли мерăсем çинчен” Указне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ, кашни яла хытă сийлĕ çул çитерме вăй хунă. Халĕ, авă, çул-йĕр ăстисем Кивьяла каякан çул çинче тăрăшаççĕ.

Шупуç, Вăрманкас, Туканаш ялĕсенче пурăнакансене информаци кунĕ пуласси çинчен малтанах пĕлтернĕ. Çумăрлă çанталăк тăчĕ пулин те, Шупуç лавккине 20-е яхăн çын пухăннă. Алексей Петрович вĕсене Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Тĕл пулăва хутшăнакансен пысăк пайĕ ватăсем пулнăран А. Никитин вĕсене хумхантаракан ыйтусем, хăй ĕçлекен службăн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ.

— Çитес çулта ватăсене паракан çăмăллăхсенче улшăнусем пулмалла теççĕ, — пулчĕ вырăнтан ыйту.

— Çапла, — терĕ Алексей Петрович. — Çитес çулхи январĕн пĕрремĕшĕнчен коммуналлă çăмăллăхсене — электричествăпа çут çанталăк газĕшĕн, ытти еншĕн 50 процент çеç тÿлессине укçа çине куçараççĕ. Халĕ автобуссемпе çÿренĕ чухне усă куракан çăмăллăхлă билетсем вырăнне те укçан тÿлеççĕ. Çитес çул 2002 çулччен тивĕçлĕ канăва тухнисен пенсин базăлла пайĕ икĕ хут ÿсмелле, 1000 тенке яхăн хăпармалла. Патшалăх пĕчĕк виçеллĕ пенси илекенсене манăçа хăвармасть, вĕсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшу парать. Авă, кăçал Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн 40-е яхăн пенсионера РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕ укçа парса пулăшнă. Декабрĕн 1-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕнче, ку категорири çынсем черетлĕ пулăшу илмелле. Районти ваттисен 2 çуртĕнче 44 карчăкпа старик канлĕх тупнă, вĕсем коммуналлă çăмăллăх-шăн укçа тÿлемеççĕ.

В. Тарасова хăйĕн калаçăвĕнче хваттер условийĕсене лайăхлатмалли ыйтусене çĕклерĕ.

— Паян, — терĕ Валентина Ивановна, — çын пуçне хутса ăшăтмалли лаптăк 12 тăваткал метртан сахалтарах пулсан ăна комиссипе пăхса тухнă хыççăн хваттер условийĕсене лайăхлатмалли черете тăратма май пур. Халĕ республикăра 4 тĕслĕ программа ĕçлет.

Шупуçсене канăç паман ыйту вăл — шыв ыйтăвĕ.

— Пăрăхĕсем пирĕн йĕркеллех-ха, — терĕ кунти ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ Р. Репин. — Район ертÿçисенчен пулăшу ыйтса кивĕ шыв башнине улăштармаллах. Унсăрăн эпир нуша куратпăр. Мĕншĕн тесен ялта пĕр çăл та çук, мĕн пур халăхăн çырма тĕпĕнчи çăл куç патне утма тивет.

Р. Корнилов ватăна ял çыннисене пухăнса калаçма вырăн çукки, клуб çуртне сутса яни, фельдшерпа акушер пункчĕ хупăнни шухăшлаттарать.

Ватăсен тепĕр ушкăнне вара 2,15 гектар çĕре харпăрлăха куçарас çĕрте документсем хатĕрлесе çитересси канăç памасть.

Юлашкинчен информаци кунне хутшăннисем ялта шывпа усă курнăшăн илекен укçана М. Игнатьева сутуçăна пухма шанчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика