АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлĕ те усăллă иртрĕ

21 октября 2008 г.

 

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Д. Петров ертсе пыракан ушкăн (унсăр пуçне унта район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумĕ М. Голубев тата çак йĕркесене çыраканĕ кĕчĕç) октябрĕн 15-мĕшĕнче Чатукасси тăрăхĕнчи Шăнарпуç халăхĕпе тата Чатукасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулколлективĕпе курнăçса пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе тухса калаçрĕ. Тĕл пулусене 40-е яхăн çын хутшăнчĕ.

Малтанах вĕсенче М. Голубев республикăн 2009—2011 çулсенчи бюджечĕпе, вĕрентÿ ĕçĕ-хĕлĕпе тата ыттипе, Ю. Петров районти ÿсен-тăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕсен малтанхи кăтартăвĕсемпе, усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарчĕç. Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов 2008—2009 хутмалли тапхăра ирттерес тĕлĕшпе тăракан задачăсем, çĕр пайĕсемпе усă курасси, хĕл кунĕсенче автоçулсене пăхса тăрасси тата ытти çинче чарăнса тăчĕ.

Тĕл пулусем ĕçлĕ лару-тăрура иртрĕç. Вĕсенче ыйтусем чылай çĕклерĕç. Шăнарпуçĕнчи Венера Петрова килти хытă каяшсене хума контейнерсем лартса пама ыйтрĕ. Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Михайлов хальлĕхе Чатукасси валли виçĕ контейнер туянни çинчен пĕлтерчĕ, вĕсене майĕпен ытти ялсем валли те илме шантарчĕ. В. Петрова çавăн пекех райхаçатра пасарти хаксене парса пыма сĕнчĕ. Шăнарпуçсемех çĕр ыйтăвне çивĕч тапратрĕç. Вĕсем Чатукасси ял тăрăхĕн пуçлăхне хăйсен çĕр пайĕсене усăллăрах вырнаçтарма, “Таябинка” пĕрлешĕве пама ыйтрĕç. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем Чатукасси шкулĕнче вĕренÿ пособийĕсем, классенче юсав ĕçĕсем ирттерме тата ытти валли укçа пуçтарни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç. “Кун пек тума юрать-и?”, тесе ыйтрĕç. М. Голубев кун пек тума юраманни çинчен пĕлтерчĕ.

— Вун пĕр çĕртен шыв анать, директор пÿлĕмĕнче те, авă. “Ачасем пирĕн пуласлăх”, теççĕ тата. Хăçан пирĕн шкул тăррине витсе параççĕ? Шкулĕнче сивĕ. Икĕ эрнере ачасене холодильникре усранă пек усрарăмăр. Паян кăна ăшă пачĕç. Ăшă ыйтăвĕпе маларах ĕçлемелле пулман-и? — пĕлтерчĕ Чатукасси вăтам шкул директорĕ О. Степанова.

Шăнарпуçĕнче те, Чатукасси шкулĕнче те сĕт хакĕ пирки калаçрĕç. “Пирĕнтен литр сĕте 6 тенкĕ çинчен пуçтараççĕ, хулара вăл 30 тенкĕ тăрать, — терĕ Елена Илларионова учительница. — Ма-ха ял çыннинчен çавăн пекех кулаççĕ?..” Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Ю. Петров ку ыйтăва район шайĕнче мар, çÿлте татса памалли пирки асилтерчĕ тата кĕçех сĕт хакĕ ÿсмеллине пĕлтерчĕ.

— Пулайкасси çулне асфальт сарса панăшăн ЧР Президентне, район ертÿçисене тавтапуçах. Паян ун тăрăх утса килтĕмĕр те епле лайăх утма, тĕкĕр пекех çуталса выртать , — терĕ Галина Игнатьева учительница. Кунпа пĕрлех “Ăна хĕл кунĕсенче юр хĕвсе кайма парас марччĕ”, тесе асилтерчĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, икĕ çĕрте те курнăçу ĕçлĕ те усăллă иртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика