АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Янкассем хĕрсех çĕр улми суйлаççĕ

21 октября 2008 г.

 

Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Трак енре те бюджет тата хутса ăшăтмалли тапхăра йĕркеллĕ ирттерес ыйтусемпе Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унта хутшăнма пирĕн тăрăха республикăри тариф службин ертÿçин çумĕ В. Г. Гаврилов (ушкăн ертÿçи), сывлăх сыхлавĕн “Медицинăра усă курмалли хатĕрсене анализ тăвакан информаципе методика центрĕ” патшалăх учрежденийĕн директорĕ Ю. Н. Алексеева, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн проректорĕ В. В. Тимофеев тата ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ В. В. Устяк килчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ С. А. Николаев йышăнчĕ.

Унтан С. А. Николаевпа В. Г. Гаврилов Янкасра пулчĕç, тулли мар яваплă “Бахча” пĕрлешĕвĕн складĕнче çĕр улми суйлакансемпе курнăçрĕç (тĕл пулăва 17-ĕн, çавăн пекех Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. А. Трофимов тата асăннă пĕрлешÿ ертÿçи Н. М. Мамедов та хутшăнчĕç). Станислав Андреевич ял çыннисем ыйтнипе Красноармейски масарĕ çине Хĕлеç ялĕ урлă хытă сийлĕ çул, кунпа пĕрлех, ЧР Президенчĕн Указне пурнăçласа, Чаканар ялĕ патне асфальт сарса çитерни, ял тăрăхĕсене çулсене хĕл кунĕсенче пăхса-тытса тăма укçа-тенкĕ ытти çулхинчен ытларах уйăрни пирки пĕлтерчĕ. Хуçалăхсем кăçалхи ĕç çине епле ирттерни çинче чарăннă май, вăл “Бахча” пĕрлешÿ кăтартăвĕсене те илсе кăтартрĕ. Кунта 150 гектартан 400 тонна е гектар пуçне 26,7-шер центнер тырă, 50 гектартан 1750 тонна е кашни гектартан вăтамран 350 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. 180 гектар çĕртме сухи тумалла пулсан, 72,2 процентне сухаласа ĕлкĕрнĕ. Ертÿçĕ ял çыннисене çĕр пайĕшĕн тырăпа та тивĕçтерес ĕмĕтлĕ. Шел, кĕр тыррисем пĕр гектар та акса хăварайман. Пĕрлешÿре ăратлă сурăхсем ĕрчетнипе пĕрлех çĕр улмине çĕнĕ технологипе туса илессине аталантарас çул-йĕр çине тăнă. Халĕ те, ав, ял çыннисем “иккĕмĕш çăкăра” хĕрсех суйлаççĕ, вăрлăхлăх хунипе пĕрлех сутма та хатĕрлеççĕ.

Район пуçлăхĕ малашри ĕçсем пирки те чарăнчĕ. Акă, Янкасри культура çурчĕ, шкул паян пушă лараççĕ. Тытса тăма каякан расхутсем пысăк. Шкул çурчĕ пĕчĕккĕн юхăнать. Мĕн тумалла? Ку тата ытти ыйтусене халăхпа пĕрле татса пама сĕнчĕ вăл. “Хăшĕ-пĕри сирĕн тăрăхри фельдшерпа акушер пункчĕ хупăнать тесе сăмах сарать, çук, хупăнмасть”, ырă мар сас-хурана сирчĕ Станислав Андреевич.

Республикăри тариф службин ертÿçин çумĕ В. Г. Гаврилов Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн темипе тухса каланă хыççăн ял çыннисем “хаксем хăçан та пулсан ÿсме чарăнĕç-ши, çав хушăрах ял хуçалăх продукцийĕ, калăпăр, сĕт, çав тери йÿнĕ” текен ыйту хускатрĕç. Вĕсем кунпа пĕрлех ялсенче çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем хальтерех вырнаçтарма ыйтрĕç.

Сывпуллашас умĕн çĕр улми суйлакансемпе калаçрăм та, хăйсем кунта ирхине 8-тан тытăнса каçхине 18 сехетченех тимленине пĕлтерчĕç. Кăнтăр апатне пĕрлешÿ çитерет-мĕн — киле çÿресе вăхăт çухатмаççĕ. Ĕçĕ нумай-ха янкассен, ăна хăвăртрах вĕçлеме маттурсен вăй-хал пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика