17 октября 2008 г.
Анат Кушар ялĕнче (Упи ял тăрăхĕ) пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Я. Г. Григорьев Пукрав умĕн 90 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Яков Григорьевич Курск пĕккинче çапăçнă, юнлă ытти тытăçусене хутшăннă, паттăрлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе “Хăюлăхшăн” икĕ медале тивĕçнĕ.
Сумлă юбилей ячĕпе вăрçă паттăрне çак кунсенче социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Л. А. Киселев, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти канашĕн председателĕн çумĕ М. П. Прохоров тата район администрацийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен секторĕн заведующийĕ В. М. Данилов çĕр çинчи мĕн пур ыррине сунса саламларĕç. Леонид Аркадьевич вара ветеран-юбиляра район администрацийĕн Тав çырăвне пачĕ.