АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрисем ĕçлеççĕ, теприсем...

17 октября 2008 г.

 

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче техникăна нумай вăхăтлăх управа лартас тĕлĕшпе смотр-конкурс ирттересси пирки район пуçлăхĕ йышăну тунăранпа икĕ эрне хыçа юлчĕ. Ку енĕпе вырăнсенче мĕн тунине пĕлес тесе пирĕн рейд бригади октябрĕн 14-мĕшĕнче “Восток”, “Гигант”, “Нива”, “Красное Сормово” хуçалăхсенчи мехпарксенче пулчĕ. Малтанхи иккĕшĕнче пысăк улшăнусем курмарăмăр.

— Мĕн пур техникăна уйран пухса кĕтĕмĕр. Кăшт шăнтсан вĕсене хĕл каçма вырнаçтарса лартатпăр, — терĕ “Гигант” хуçалăхăн тĕп инженерĕ В. Нестеров. — Комбайнсен генераторĕсемпе стартерĕсене, аккумуляторĕсене пуçтарса склада хунă…

Асăннă хуçалăхăн — тыр-пул пухса кĕртмелли 7 комбайн. Вĕсенчен пĕрне, кăçал туяннă “Енисей-1200” маркăллине çеç лайăх тасатса тĕревсем çине хăпартса лартнă. Анчах ГОСТ ыйтнисене пурне те пурнăçлайман. Ременьсемпе цепьсене вĕçертсе хуман, двигателе, наклоннăй камерăна (ун умĕнчи жаткăна вĕçертсе лартнă) пленкăпа хупламан, урапасене шуратман.

— Пленкине илсе панă пулсан, эпĕ ăна тахçанах хуплаттăм. Цепĕсене ыранах вĕçертсе хурăп, ураписене те сăрлăп, — килĕшрĕ комисси членĕн ÿпкевĕпе хуçалăхри чи пултаруллă механизаторсенчен пĕри — В. Николаев.

1107ух, 1195ух, 1103ух номерлĕ комбайнсем çинче те ĕçлемелли нумай. Вĕсен “капитанĕсем”, Александрпа Анатолий тата Юрий Кирилловсем, хăйсене шанса панă техника пирки сахалрах шутлаççĕ çав. Комбайнĕсене арпа-улăмран йĕркеллĕ тасатса та кăларайман, выгружной шнекĕсем çинче, Александрпа Юрийĕн комбайнĕсен бункерĕсенче тырă шăтса кайнă тата ытти те. 1105ух (ăна А. Афанасьева шанса панă-мĕн), 1108ух номерлĕ “уй-хир карапĕсем” пирки те çавнах каламалла. 1105ух номерлин хыçалти сулахай енчи урапа анса ларнă, темиçе пинлĕх покрышка вăхăтсăр юрăхсăра тухас хăрушлăх пур. Çавăн пек чунсăр çынсене техника шанса пама та кирлĕ мар. Хуçалăх пурлăхне хаклама пĕлмеççĕ вĕсем. Ку яваплă çынсем вĕсенчен тивĕçлипе ыйтманнинчен килнĕ, паллах.

“Востокра” та техникăна уйран пухса килнипех лăп-ланнă, кун хыççăн урăх нимĕн те туман.

“Нивăра” Вениамин Козловпа Георгий Гавриловран, Вениамин Горшковпа Леонид Антоновран тăракан звено ял хуçалăх техникине нумай вăхăтлăх управа лартма кÿлĕн-нĕччĕ. Юрий Платонов хăйне шанса панă “Дон-1500Б” комбайна ГОСТ ыйтнă пекех тасатса тĕревсем çине хăпартса лартнă, ураписене шуратнă, ременьсемпе цепьсене вĕçертсе хунă тата ытти те. Чăннипех ырламалла ăна.

“Красное Сормовора” техникăна хĕллехи управа лартас ĕçсем хĕрсех пыраççĕ. Валерий Кузьмин хăйĕн “Полесье” комбайнне питĕ лайăх тасатса тĕревсем çине хăпартса лартнă. Пресс-подборщиксемпе плугсем, сеялкăсем çине пăхма кăмăллă. Ертÿçĕсемпе механизаторсем техникăна тивĕçлипе хаклани савăнтарать. Пур çĕрте те çавăн пек пуласчĕ, вара пирĕн техника вăхăтсăр юрăхсăра тухмĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика