17 октября 2008 г.
Амăшĕн çулĕпе
Кÿлхĕрри лавккине кĕрсе курман-и эсир? Ял варринче вырнаçнă вăл. Тирпейлĕ те таса. Урам енчен те, шалтан та сисĕнет ку.
— Тархасшăн, кĕрĕр-кĕрĕр, — илтĕнчĕ кăмăллă сасă. — Кĕрĕр.
Мана чипер пит-куçлă сутуçă кĕтсе илчĕ. Яштака пÿ-силлĕ хăй. Сентре умĕнче вăр-вар çеç çаврăнать. Çамрăк çамрăках çав. Çаврăнăçулăхĕ куç умĕнчех. Тавар туянма пынă çыннисем те вашават хĕрарăма туххăмрах ырласа илчĕç.
— Чăннипех те маттур вăл, Надежда Владимировна. Амăшĕ те çакăнтах ĕçлет. Раиса Григорьевна Потапована пĕлетĕр пулĕ? — ыйтуллăн пăхрĕ мана çитмĕл урлă каçнă Анна Гаврилова. — Иккĕшĕ те ял-йыш хисепĕнче вĕсем.
Надежда Владимировна Любимовапа сăмах çăмхине сÿтме уçăмлă. Чуна уçса калаçать. Лавкка ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Çемйи пирки те пытармарĕ калассине.
— Тăхăр вунă киле яхăн пулĕ терĕç Кÿлхĕрринче. Тата çитменнине аслă çул хĕрринче те мар, çăмăлах мар пуль тавар çаврăнăшне тултарма? Кашни уйăхра миçе пинлĕх сутма тивет? — çаврăнтăм сутуçă еннелле. — Çавах та аптрамастăр-ха эсир…
— Акă, август уйăхĕнче халăха 210 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Тăрăшмасăр пулмасть, паллах. Ку çеç-и тата… Халăхран сĕт пухасси те — яваплă ĕç. Куллен ирпе 13 çын сĕт парать. Хăш-пĕр кунсенче унран та ытларах пулать, — тет Надежда Любимова. — Ăшă кăмăл, чун уççи кирлĕ лавккара.
Апат-çимĕç таварĕсемпе те, строительство материалĕсемпе те пуян Кÿлхĕрри лавкки. Чи пуянраххи, хаклăраххи — кăмăл турамĕ, çынсене юратни, ĕç пархатарĕ.
Тарават амăшĕ-сутуçă мăшăрĕпе пĕрле ывăлпа хĕр ача пăхса çитĕнтерет. Володя Карайри вăтам шкулта — улттăмĕш класра, Диана пиллĕкмĕшĕнче вĕренет.
Ял-йышра ят-сумлă çемье Любимовсен.
Панкин арăмĕ
Карай тăрăхĕнче Панкинсем хăш ялта пурăнаççĕ? Ватти-вĕттипех Кÿлхĕрринелле çул кăтартĕç сире. Шел, кил хуçи Леонид Панкин пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Пурăнмаллахчĕ… Вилĕм çави пирĕнтен уйăрса кайрĕ çав ăна.
— Татуллă, юратса пурăннă иксĕмĕр. Уй-уй! Хура кушак чупса иртме-и? — хаштах сывларĕ Юлия Ивановна. — Ачисемпе, мăнуксемпе савăнса пурăнмалли вăхăтра…
67 çулта ĕнтĕ Юлия Ивановна. Тăван тăрăхра ĕçлесех канăва тухнă. Çăмăл-и, йывăр-и — пăрăнман ĕçрен. Хушнă-тăк яланах пурнăçлассишĕн çине тăнă.
— Хама кичемлĕхре туймастăп-ха. Ачасем пурришĕн хĕпĕртетĕп. Тăватă хĕр вĕт манăн. Паллаштарас-и? — хăмăр куçĕсемпе шăтарасла пăхрĕ Юлия Ивановна. — Паллаштарас-и?
Пĕр хĕрĕ, Света ятли, яла качча тухнă унăн. Амăшĕ патне пырсах çÿрет. Кил-çуртра пĕр-пĕрне пулăшмалли тупăнатех. Тепĕр хĕрĕ, Аля, кÿршĕ ялта пурăнать. Çемьеллĕ. Роза Тольятти хулине килĕштернĕ. Азербайджан çĕр-шывĕнче те пур. Тамара ятлă вăл.
— Тольяттине вĕренме кайрĕ те… Ильгарпа тĕл пулнă. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл халь Тамарăн, — хăй калассине пĕлтерчĕ Ю.Иванова. — Аякра та — мĕн тăвăн?