АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чечек хуçисем — чăн-чăн маçтăрсем

17 октября 2008 г.

 

Красноармейски ялĕн тĕп урамăпе анатран тăвалла утса пăхар-ха. Унта та кунта — палисадниксенче вуншар тĕспе ялкăшса çунакан чечек-тĕмĕсем куçсене илĕртеççĕ, темиçе хутлă çуртсене сăн-сăпат кĕртеççĕ. Акă, Ленин урамĕнчи 20-мĕш çурт тĕлĕнче тăпах чарăнтăм эпĕ. Хама чечек-тĕмсен ытамĕнче татах та чипертерех, маттуртарах туйрăм.

— Кĕрсе тухăр пирĕн пата. Çак икĕ хутлă çуртри чечек ăстисемпе, пултаруллă хĕрарăмсемпе паллаштарам сире, — сывлăх суннă май тарават калаçрĕ манпа Мария Федоровна Сергеева. — Епле илемлĕ вĕт çут çанталăк тусĕсем хушшинче пурăнма.

Камсем-ха вĕсем çав териех чечексене юратакансем? Мария Федоровна çав йышра Мария Григорьевна Макарована, Анастасия Алексеевна Никандрована, Любовь Михайловна Андреевана, Людмила Германовна Владимирована, Любовь Валериановна Перепелкинана асăнчĕ. Çак хастарсем çине тăнипе хваттерсен умĕнче те, килкартинче те тĕрлĕрен тĕслĕ чечексем акса-лартса тухнă. Ку йышра пĕр çул тата нумай çул ÿсекеннисем те пур.

— Гладиолуссем, цинийсем, бархатцысем, розăсем тата тем те пĕр ятлисем ешереççĕ. Пĕтĕмпех ят-шывĕпех аса илсе те пĕтереймĕн, — калаçăва сыпăнтарчĕ М. Сергеева. — Манăн хваттерте çĕр ытла сорт чечек ÿсет. Пирĕн атте хăй пурăннă чух тĕрлĕрен сорт флокссене чĕртетчĕ.

Мария Федоровна белорус хĕрарăмĕ. Вăл Гродно хулинче çуралнă. Халь 74 çулта. Мăшăрĕпе — Геннадий Сергеевичпа — 51 çул пурăнаççĕ. Виçĕ хĕр те пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ.

Сергеевсен хваттерĕнче тирпейлĕ те таса. Кашни пÿлĕмрех — чечексем. Кунта пĕчĕк вăрманти пекех туятăн хăвна. Фиалкăсемпе гераньсем, фуксисем… Пĕтĕмпех каласа пĕтереес те çук.

— Мăшăр та ÿркенмест манăн. Çулла дачăран тухмасть, пĕрехмай ĕçлет. Трак тăрăхне эпир 1976 çулта куçса килнĕ вĕт. Унччен упăшка Вăрмар районĕнче шалти ĕçсен пайĕн начальникĕнче вăй хунă. Йĕпреçре те, Етĕрнере те ĕçленĕ вăл. Мĕн ĕмĕрĕпех шалти ĕçсен органĕнче пулнă, — тет Мария Федоровна. — Район хаçатне те юратса вулать.

Тепре куриччен тесе сыв пуллашрăм эпĕ белорус хĕрарăмĕпе. Ăна чечек ăстисем çинчен каласа панăшăн чĕререн тав турăм.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика