АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕпĕр шыççи

17 октября 2008 г.

 

Ку чир çинчен ялти çынсенчен чылайăшĕ илтнĕ. Ĕлĕк-авал унпа вуншар пин выльăх, пиншер çын чирлесе вилнĕ. Ун чухне “мур уйĕсем” те пулнă, çав уйсене лексен, выльăх çĕпĕр шыççипе чирлесе вилнĕ.

Çĕпĕр шыççи — выльăхсене ерекен питĕ хăрушă чир. Унпа сурăхсемпе ĕнесем, качакасемпе лашасем, сыснасем чирлеме пултараççĕ. Ку чире микробсем пуçарса яраççĕ, вĕсем, чирлĕ выльăх организмĕнчен тухсан, çуллахи вăхăтра питĕ чăтăмлă спорăсем пулаççĕ. Тăпрана лексен типсен те, хĕвел çутипе те вилмеççĕ, вĕресе тăракан шывра та вĕсем çур сехете яхăн чăтаççĕ, 140 градус вĕрире 3 сехетрен тин пĕтеççĕ.

Чирлĕ выльăх какайне тăварласан та, тир-сăран тунă чухне те, виле çĕрсен те спорăсем вилмеççĕ. Çĕпĕр шыççипе тахçан чирлесе выльăх вилнĕ е ăна пуснă вырăнсенчи вараланнă апата çисен, спорăсем ернĕ çĕрте тата выльăх масарĕнче кĕтÿ çÿретсен, выльăхсем чирлес хăрушлăх пысăк. Юн ĕмекен хурт-кăпшанкă — пăван çыртсан та чир ерет.

Чирлĕ выльăхсем çĕпĕр шыççин микробĕсене хăйсен организмĕнчен шăкпа, каяшпа, сĕлекепе пĕрле кăлараççĕ. Вĕсем вилсен чир тиртен, çăмран, юнран тата ыттинчен ерет.

Выльăха чир ерсен вăл палăрма пуçличчен — 7—10 кун, тепĕр чухне 14 кун иртет. Чир пур йышши выльăхăн та пĕр пек иртмест. Сăмахран, сурăхсем сасартăк чирлесе темиçе сехетрен вилеççĕ. Сыснасен чирĕ вăраха тăсăлать, вĕсен ангина пулать, карланки шыçать, вара сывлăш пÿлĕннипе вилеççĕ. Лашана пăван çыртсан, вăл çăпанлă çĕпĕр шыççипе чирлеме пултарать.

Çĕпĕр шыççипе чирленĕ выльăхсем сÿрĕкленеççĕ, вĕсен температури хăпарать, шăнăр туртнипе аптраççĕ, тĕрлĕ вырăнта ÿт-тир шыçать, шăкпа каяшĕ юнлă тухаççĕ. Ун пек выльăх вилсен сăмси шăтăкĕсенчен юнлă шĕвек юхать.

Чирлĕ выльăха пăхса усранă, пуснă тата ăш-чиккине касса тĕрĕсленĕ чухне усă курнă ĕç хатĕрĕсене тыткаласан, пуснă чирлĕ выльăх какайне çисен, çынна чир ерет. Пасарта туяннă çăм, тир-сăран урлă та чир ернĕ тĕслĕхсем пулнă.

2008 çулхи июнĕн 18-мĕшĕнче Калмăк Республикинчи Кетченер районĕнче 2 сурăх вилнĕ. Кун пирки ветеринари службине пĕлтермен, вилесене çунтарса янă. Тепĕр икĕ кунтан 2 качака вилнĕ, пĕр виллине касса-вакласа йытăсене çитернĕ, теприне районти лабораторине тĕрĕслеме янă. Тăватă кунтан пĕр качакапа ун путекки кăнса выртнă. Республикăри лабораторине ярсан, унта çĕпĕр шыççи микробĕсене тупса палăртнă.

Пушкăрт Республикинчи Янаул районĕнчи Урал ялĕнче 2008 çулхи августăн 18-мĕшĕнче чирлĕ лашана пуснă. Ун какайне тăванĕсене тата паллакан çынсене валеçсе панă, 12 çын чирленĕ. Сипленĕ хыççăн вĕсем сывалнă.

Чирпе кĕрешмелли мерăсенчен пĕри — прививка тăвасси. Çитĕннĕ выльăхсене çулталăкра пĕр хутчен, çамрăк выльăхсене, тихасемсĕр пуçне пурне те пĕрремĕш хут — 3 уйăха çитсен, унтан тепĕр 6 уйăхран ревакцинаци тумалла.

Пирĕн районта та выльăхсене çĕпĕр шыççинчен асăрхаттарса прививка тусах тăраççĕ. Хальлĕхе ку ĕç тивĕçлĕ шайра пулса пырать темелле. Анчах та хăшĕ-пĕрисем, уйрăмах ватă çынсем, тĕрлĕ сăлтавсем тупса, хăйсен выльăхĕсене прививкă тăвассинчен пăрăнса юлма пăхаççĕ. Хăш-пĕр ялсенче выльăхсем хуçасăрла çапкаланса çÿреççĕ. Çавăн пек тĕслĕхсем çĕпĕр шыççи чирĕ сиксе тухас хăрушлăха ÿстереççĕ те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика