17 октября 2008 г.
Октябрĕн 11-мĕшĕнче Заволжски ЛПУМГăн сывлăха çирĕплетмелли спорт комплексĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешсе Раççей Федерацийĕн нефтьпе газ промышленноçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Красноармейски районĕн хисеплĕ гражданинĕн А. И. Слукинăн парнисене çĕнсе илессишĕн турнир иртрĕ. Унта çĕр-шыври 7 регионти (Мордовипе Мари Эл, Тутарстанпа Удмурти, Чăваш Республикисен, Ульяновск облаçĕпе Екатеринбург хулинчен килнĕ 19 командăри 176 атлет вăй виçрĕ. Арçын ачасем — 8, хĕр ачасем 6 виçере тупăшрĕç. Красноармейскинчи “Вольник” спорт клубĕн атлечĕсенчен Айгуль Дуйсембаева — 34 килограмм таякан хĕр ачасем хушшинче, Оксана Дуйсембаева (37 кг), Владимир Григорьев (30 кг), Никита Дубов (32 кг), Дима Тимофеев (63 кг) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Зина Петрова (34 кг), Елена Тимофеева (43 кг), Наталья Иванова (49 кг), Фериде Шерифалиева (54 кг), Коля Михайлов (30 кг), Фарух Махмадалиев (35 кг), Володя Матвеев (60 кг) — иккĕмĕш, Ирина Купорова (34 кг), Ирина Хайбуллина (37 кг), Аня Егоровапа Галя Дуйсембаева (54 кг), Кирилл Спиридонов (25 кг), Исай Николаев (60 кг) виççĕмĕш призерсем пулса тăчĕç.