17 октября 2008 г.
Октябрĕн11-мĕшĕнче Шупашкарти “Спартак” стадионта “Советская Чувашия” хаçатăн юбилейлă 70-мĕш эстафети иртрĕ. Унта 406 командăри 3006 çăмăл атлет вăй виçрĕ. Трак енрен 8 команда пулчĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ призсемпе таврăнчĕç.
“Советская Чувашия” хаçат эстафетине (темиçе çул ĕнтĕ ăна СССР летчик-космонавтне А. Г. Николаева халалласа ирттереççĕ — В. Е.) савăнăçлă лару-тăрура уçнă хыççăн малтан старта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем, унтан çемьесем тухрĕç. Çемьесен эстафетинче Трак ен чысне Яманакри Пантелеймоновсемпе Красноармейскинчи Васильевсем хÿтĕлерĕç. Кун хыççăн спорт ветеранĕсен командисем вăй виçрĕç. Юбилейлă эстафетăна кайнă чухнех Трак ен ветеранĕсен кăмăлĕсем çĕкленÿллĕччĕ. Çавăнпа та вĕсем ăнăçлă ăмăртас шанăç пысăк пулчĕ. Пирĕн спорт ветеранĕсем хăйсен ятне ямарĕç. Питĕ çивĕч кĕрешÿре эстафета патакне финиша канашсем (вĕсем 4-мĕш çул умлăн-хыçлăн мала тухрĕç — В. Е.) хыççăн илсе килсе, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Кун пекки халиччен пулманччĕ-ха. Трак ен чысне Светланăпа Алексей Даниловсем, Владимир Перепелкинпа Галина Павлова тата Владимир Михайлов ăнăçлă хÿтĕлерĕç, диплома, кĕмĕл медальсемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.
Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкул командисен эстафети те питĕ интереслĕ пулчĕ. Кунта 100 ытла команда вăй виçрĕ. Çавна май вĕсене 5 пая уйăрчĕç. Пĕрремĕшĕнче етĕрнесем 10х400 м эстафетăна 11 минут та 03 çеккунтра вĕçлеме пултарчĕç. Çак кăтартăва юлашкинчен чупакансем çеç çĕнетме пултарчĕç. Хальхинче те, пĕлтĕрхи пекех, Çĕнĕ Шупашкарти 3-мĕш №-лĕ шкул çĕнтерчĕ, унăн вăхăчĕ — 10,18 мин. Иккĕмĕш вырăнта — элĕксем, виççĕмĕшĕнче пирĕн районти Пикшик шкулĕ (10,35.08 мин.). Иртнĕ çул ку команда 10-мĕш пулнă. 1998 çулта пикшиксем асăннă эстафетăна выляса илнĕччĕ. Вунă çул хыççăн вĕсем тепĕр хут пьедестал çине улăхма пултарчĕç. Шкул чысне çаксем хÿтĕлерĕç: Наташа Иванова, Владимир Фомин, Лидия Михайлова, Эдик Краснов, Анна Комарова, Федор Иванов, Кристина Филиппова, Данил Данилов, Анна Яковлева, Андрей Михайлов. Командăна физкультура учителĕ Вера Иванова хатĕрленĕ. Паллах, ăна çакăнта спорт энтузиасчĕ, Пикшик ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Николаевич Данилов май пур таран пулăшнă.
Районсен пĕрлештернĕ командисен эстафетинче красноармейскисем тахçан виççĕмĕш призера кĕме пултарнăччĕ. Кăçал вара тепĕр утăм малалла турĕç, пьедесталăн иккĕмĕш картлашки çине хăпарчĕç. Малтанхи этапра Петр Григорьев, пĕлтĕрхи пекех, ăнăçлă чупрĕ, эстафета патакне пĕрремĕш илсе килсе Людмила Кузьминана черетлĕ этапа ăсатрĕ. Пĕр вăхăтра пирĕннисем 3—4-мĕш вырăнсенче те пычĕç. Юлашкинчен Екатерина Илларионовапа Алексей Семенов тăрăшнипе эстафетăна иккĕмĕш вĕçлерĕç. Вĕсемсĕр пуçне команда чысне Эдикт Хайбуллин та хÿтĕлерĕ. Мĕнех каламалла, Трак енсем маттурах çав.