АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур çĕрте те аван иртрĕç

17 октября 2008 г.

 

Мăн Шетмĕ ял тăрăхне кĕрекен ялсенче те Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне савăнăçлă паллă турĕç.

“Шурăм пуç” агитушкăн (унта Р. Герасимова библиотекарь, Мăн Шетмĕри кану центрĕн директорĕпе Л. Митрофановапа илемлĕх ертÿçи В. Афанасьев, Анаткасри, Кушкăри кану çурчĕн заведующийĕсем В. Николаевпа Г. Михайлова, С. Спиридоновапа В. Федорова техслужащисем, И. Степанов баянист кĕчĕç) тăватă кун хушши ялсем тăрăх çÿресе ватăсене уяв ячĕпе саламларĕç. Мăн Шетмĕри кану центрĕнче иртнĕ мероприятисенче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Федоров, хуçалăхри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ И. Ильин мучисемпе кинемейсен ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕç.

Тăватпÿртри, Анатри тата Тури Типçырма ялĕсенче, Йĕпремре, Кушкăра ватăсен кунĕсем аван иртрĕç. Ватăсем Йĕпрем магазинĕ тавра 100 тĕп чăрăш лартса хăварчĕç. Çак ĕçе культработниксем те хутшăнчĕç. “Шурăм пуç” Пăрăнтăкри кану çуртĕнче пулса ку тăрăхри ватăсене те савăнтарчĕ. Агитушкăн программинче Ю. Кудаков, Н. Карлин, Ю. Жуков, И. Степанов кĕвĕленĕ юрăсем пулчĕç. Л. Митрофановапа В. Афанасьев чăваш ташши парнелерĕç.

Мероприятисене райадминистрацин йĕркелÿпе тĕрĕслев ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ В. Иванов, РФ пенси фончĕн управленийĕн районти уйрăмĕн ертÿçи А. Петрова хутшăнчĕç. Çак кунсенче Пăрăнтăкри З. Максимована (80 çул), Дворикри Г. Васильева (80), Йĕпремри Ю. Григорьевана (70) юбилейсемпе саламланă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика