17 октября 2008 г.
...Ĕнер Супарти Г. Александрова хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă турĕ.
...Тулта сарă кĕркунне хуçаланать. Килĕштерет ку вăхăта Галина Тимофеевна. Çак самантсенче вăл тăтăшах мăшă-рĕпе çитĕнтернĕ сад-пахчара пулма тăрăшать. Кĕр мăнтăрĕпе епле илемлĕ кунта. Авă, хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ палан çырли куçа тирет. Хура пилеш те тураттисене аран-аран усса ларать. Пан улмийĕсем епле тата.
Тепĕр сăлтав та пур Г. Александрован юпа уйăхĕн кунĕсене ытарма. Çулленех çак уйăхăн 16-мĕшĕнче хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать-çке вăл.
...Садра çÿренĕ май Галина Тимофеевна иртнине аса илчĕ.
1933 çулхи юпа уйăхĕнче Çĕрпÿ районне кĕрекен Ункăçум ялĕнче çуралнă вăл. Йышлă çемье пулнă Тимофей Александровичпа Александра Андреевнан. Çичĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ вĕсем.
Пĕртте çăмăл килмен Галинан ача çулĕсем. Вĕсем шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсене лекеççĕ. Галина çемьере улттăмĕш ача пулнă. Вăл малтанах çуралнă ялти пуçламăш классене вĕренсе пĕтерет. Каярах Çавалçырмари тулли мар вăтам шкулта пĕлĕве малалла ÿстерет — 7 класс вĕренсе пĕтерет. Çамрăкăн ĕмĕчĕсем пысăк пулнă. Уншăн аслисем çул маякĕсем пулнах пулĕ çав. Чи асли, Пелагея, Шупашкарти педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ, Муркаш районĕнчи Кăшмач вăтам шкулĕнче тăрăшнă. Фаина Тимофеевна та пуçламăш классен учительницинче вăй хунă. Прохор та хамăр районти шкулсенче ĕçлесе ырă ята тивĕçнĕ. Çавăнпах хĕр И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (халĕ — университет) çул тытать, кунти химипе биологи факультетне вĕренме кĕрет. Аслă шкул пĕтерни çинчен калакан диплома алла илет. Ун хыççăн Г. Александрован кун-çулĕ Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăкри шкул-интернатпа çыхăнать. Каярах пурнăç çулĕ ăна Алманчри вăтам шкула илсе çитерет. Кунта вăл тĕп предмета вĕрентнисĕр пуçне шкул директорĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшать. Г. Михайловпа çемье тĕвĕлесен вара Галина Тимофеевна кун-çулне Супар ялĕпе çыхăнтарать, кунти сакăр çул вĕренмелли шкулта вăл биологипе хими предмечĕсене вĕрентет.
Унтанпа чылай вăхăт иртрĕ. Юратнă мăшăрĕ, Геннадий Михайлович, районти сĕт-çу заводĕнче 30 çул ытла вăй хунăскер, вăхăтсăр уйрăлса каять.
Пушă вăхăтра кичемлĕхе сирме яланах сăн ÿкерчĕксен альбомне уçать Галина Тимофеевна. Вĕсенче кам кăна сăнланман пулĕ.
Сарăхнă сăн ÿкерчĕксене тишкернĕ май умма иртни аса килет. Галинан ашшĕ, Тимофей Александрович, Аслă Отечественнăй вăрçă вут-çулăмĕ витĕр утса тухнă. Питех те шел, Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илеймен вăл, 1945 çулхи çуркунне нимĕç эшкерĕсене хирĕç çапăçса Берлин патĕнчи пĕр йывăр çапăçура вилмеллех аманнă.
Çемьере вĕтĕр-шакăра амăшĕн — Александра Андреевнан — çурма тăлăххăн ура çине тăратма тивнĕ. Виççĕн вĕсем Трак тăрăхне килĕштернĕ: Галя Супарта, Прохорпа Толя — Красноармейскинче тĕпленнĕ. Прохор хамăр районти шкулсенче ĕçленĕ. Толя район больницин рентген лабораторийĕнче тăрăшнă.
...Ватă кунĕсене пĕчченех ирттерет паян Галина Тимофеевна. Анчах нихăçан та пĕчченлĕхе туймасть вăл. Киле пырайман чухне хĕрĕсем тăтăшах телефонпа шăнкăравласа амă-шĕн сывлăхĕпе, килти хыпарсемпе интересленеççĕ. Канмалли кунсенче, уявсенче вара Супарти çак кил-çурт мăнукĕсен савăк сассипе тулать. Пĕрре килнĕ пек чухне кĕрÿшĕсем те мĕн пур йывăр ĕçе пурнăçласа хăварма тăрăшаççĕ.
Кашни килмессеренех кукамăшĕ кĕçĕннисем валли парне — кучченеç хатĕрлет. Епле килмесĕр тăрăн-ха кун пек чухне. Сĕтел çине пылак çимĕçсемпе пĕрле Супар вăрманĕн пуянлăхĕ — мăйăрпа кăмпа, пахчара çитĕнтернĕ тĕрлĕрен улма-çырла тухса выртать.
Галина Тимофеевна ватлăх çулĕсене пăхмасăр паян хуçалăхра ĕне усрать. Çавăнпах ĕнтĕ сĕчĕ-çăвĕ, тăпăрчи сĕтел çинчен вуçех татăлмасть. Çу кунĕсенче вара килти ытлашши сĕте патшалăха сутать.
Тепĕр кăсăклану та пур Г. Александрован. Вăл чылай çул ĕнтĕ килти хуçалăхра вĕлле хурчĕсем тытать. Хăна-вĕрле пухсан е пĕлĕш-хурăнташ килсен яланах тутлă пылпа, вĕри чейпе хăналама тăрăшать ватă. Калаçăвĕ питех те çепĕç, чунĕ иксĕлми хастар, ăш пиллĕ, пур ĕçе те алли пырать. Г. Александровара чăваш хĕрарăмĕн пур илемĕ те пур тейĕн.
Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенешкел, ваттисен сăмахĕ тÿр килчĕ Александровсене. Галина Тимофеевнан аслă хĕрĕ Ирина Шупашкарти педуниверситета вĕренсе пĕтернĕ, халĕ предприниматель. Алена вара тĕп хулари кооператив институчĕн дипломĕллĕ. Паян вăл “Красноармейски сельхозхимийĕ” ОООн тĕп бухгалтерĕнче тăрăшать.
Мĕнех, пирĕн Г. Александрована юбилей ячĕпе хĕрĕсемпе кĕрÿшĕсен, мĕн пур тăванĕсен ячĕпе тав тумалли çеç юлать.