17 октября 2008 г.
Çÿлерех асăннă акци пынă май, юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Трак енре Раççей Федерацийĕнчи наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Чăваш Республикинчи Управлени пуçлăхĕ, полици генерал-майорĕ В. Н. Сивцов, унăн çумĕ, полици полковникĕ С. В. Чехов, спецназ пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ, полици капитанĕ А. Н. Яковлев тата ыттисем пулчĕç.
Вĕсем малтанах Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулăн акт залĕнче 8—11-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Унта район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен, пĕрремĕш çумĕ, вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ, наркотиксене хирĕç ĕçлекен районти комисси председателĕн çумĕ Н. И. Антонов та хутшăнчĕ.
Асăннă управлени пуçлăхĕ, полици генерал-майорĕ В. Н. Сивцов каласа панине шкул ачисем тимлĕн итлерĕç. Ара, наркотиксем тата вĕсен сиенĕ пирки юлашки вăхăтра тĕрлĕ шайра çине-çинех калаçма, ку ыйтăва республикăпа çĕр-шыв правительствисенче те пăхса тухма тытăнчĕç мар-и? Виктор Николаевич хăйĕн сăмахĕнче наркотиксем вилĕм патне илсе çитернине нумай тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕ. Вăл каланă тăрăх, акă, кăçалхи 8 уйăхра çеç вĕсене пула Чăваш Енре 12 çын пурнăçран уйрăлнă. Управлени пуçлăхĕ наркотиксене хирĕçле республикăри комиссин юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче ирттернĕ ларăвĕнче асăннă çак факта та илсе кăтартрĕ. Тĕп хуламăрти шкулсенчи 500 ачаран наркотиксем пирки анонимлă ыйтса пĕлнĕ-мĕн. Вĕсен 20 проценчĕ вĕсемпе ăçта тата мĕнле усă курнине пĕлет-мĕн, 11 проценчĕ ытларах хăйсем те “тутанса” пăхнă иккен. “Ку — шкул, çемье, общество трагедийĕ”, палăртрĕ Виктор Николаевич. Кăçал кăна, вăл пĕлтернĕ тăрăх, республикăри наркополицейскисем 190 çынна тытса чарнă, çав шутра 70 проценчĕ 16—30 çулхисем, 8-шĕ — çула çитменнисем, водительсем — 29-ăн, студентсем — 17-ĕн. 400-е яхăн çынна вара куншăн административлă майпа явап тыттарнă. Управлени пуçлăхĕ вĕренекенсем панă “наркополицейски пулма ăçта вĕрентеççĕ” ыйтăва тата “наркотиксене тĕп тунă чухне вĕсене ятарлă комисси понятойсем хутшăннипе пĕтереççĕ” тесе хуравларĕ. 1 грамм героин халĕ 1,5 пин — 3 пин тенкĕ тăрать иккен. Юлашки эрнере çеç судсем 5 приговор йы-шăннă, айăплисене 9, 11 тата 12 çуллăх тĕрмене хупнă.
Унтан шкул ачисем республикăра наркотиксемпе кĕрешес ĕç 2005 çулта еп-ле пулса пыни çинчен каласа паракан “Правда жизни” (ертÿçи — Юрий Гурьянов) фильм пăхрĕç.
Малалла АК-74У Калашников автомачĕпе ПМ пистолета сÿтсе пухас тата топографи енĕпе мастер-классем, 8—11 классем валли право конкурсĕ иртрĕç, спецназ пайĕн аслă оперуполномоченнăйĕ, полици капитанĕ А. Н. Яковлев хăйĕн йыттипе наркотиксене шăршă тăрăх епле тупнине кăтартрĕ. Право конкурсĕнче палăрнăшăн полици генерал-майорĕ В. Н. Сивцов Александр Порфирьева, Наталья Григорьевана, Андрей Павловпа Андрей Мефодьева, автомата хăвăрт сÿтсе пухнăшăн Александр Вашуркина, пистолета “хăвăрт алла илнĕшĕн” Женя Фризена чысларĕ. Шкул директорĕ И. В. Кускова та парнесене тивĕçрĕ. Ирина Васильевна вара хăй енчен Управлени пуçлăхне В. Н. Сивцова диплом пачĕ.
Виктор Николаевич шкул музейĕнче, библиотекăра, вĕрентÿ класĕсенче, шкул территорийĕнче çĕнĕрен тăвакан хоккей коробкинче пулса курчĕ, Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкулти педагогика коллективĕн ĕçне лайăх хак пачĕ.
Каç енне хăнасем Красноармейскинчи физкультурăпа сиплев комплексне куçрĕç. Кунта мини-футбол енĕпе вăйăсем иртрĕç. Малтанах Красноармейскинчи 2-мĕш вăтам шкул футболисчĕсем Муркашри лицей кадечĕсемпе тĕл пулчĕç. Вĕсене В. Н. Сивцов полици генерал-майорĕ тата район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Н. И. Антонов саламласа ыр сунчĕç. Красноармейскин çамрăк футболисчĕсем хăнасене 6:3 шутпа çĕнтерчĕç. Пирĕннисенчен мечĕксене Александр Тимофеев (2), Александр Ласкеев (3) (ăна “чи лайăх бомбардир” тесе йышăнчĕç) тата Женя Леонтьев тапса кĕртрĕç. Тăхтав вăхăтĕнче управлени сотрудникĕ, полици подполковникĕ А. В. Сатрапинский ертсе пынипе ачасен полицейски академине çÿрекенсем кăтартуллă вăйăсем кăтарт-рĕç. Иккĕмĕш вăйă çÿлерех асăннă Управленипе Красноармейскинчи “Факел” команда хушшинче пулчĕ. Вăл пирĕннисем çав тери пысăк шутпа — 12:1 — выляса янипе вĕçленчĕ. “Факел” команда футболисчĕ Михаил Петров çеç наркополицейскисен хапхине пĕртен-пĕр мечĕк тапса кĕртме пултарчĕ.