14 октября 2008 г.
Ыран, октябрĕн 15-мĕшĕнче, юн кун, пĕтĕм республикăри евĕрех, пирĕн районта та черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Унăн темисем хальхинче çапла: “Республикăн 2009 çулхи, планланă тапхăрти 2010 тата 2011 çулсенчи бюджечĕ: экономика, пурнăç пахалăхĕн тата социаллă аталану ÿсĕмĕн бюджечĕ” тата “Чăваш Республикин ĕç тăвакан власть тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем 2008—2009 çулсенчи хутмалли тапхăра йĕркеллĕ ирттермелли тата муниципаллă йĕркелÿсенчи пурнăç тытăмĕн ĕçне йĕркелемелли мерăсем çинчен”.
Информаци кунне хутшăнма Трак ене республикăри тариф службин ертÿçи А. В. Журавлев ертсе пыракан ушкăн килмелле.