14 октября 2008 г.
Район территорийĕнче октябрĕн 2—5-мĕшĕсенче йĕркелĕхе пăснине кăтартакан оперативлă сводкăран.
— Октябрĕн 2-мĕшĕнче Çĕньял Чуракассинче пурăнакан пĕр çамрăк Шупашкарти тепĕр çул çитмен çамрăкпа Çĕньял Чуракассинчи пĕр арçынăн мунча çенĕкĕнчен алюмини бидон вăрласа тухнă.
— Октябрĕн 3-мĕшĕнче Еншик Чуллăри кану центрĕн çуртĕнчен палламан çынсем 30 тăваткал метр чухлĕ урай хăмисене çаратса кайнă.
— Октябрĕн 5-мĕшĕнче, 13 сехет тĕлнелле Нимĕчкасси ялĕ çывăхĕнчи çул çинче 1966 çулта çуралнă çамрăк çăмăл автомашинăпа, Алманч ялĕнчен килекенскер, çулăн тепĕр енчи километр юпи çине пырса тăрăннă, автомашина çаврăнса ÿкнĕ. Аварире виççĕн вилнĕ, виççĕн аманнă.