14 октября 2008 г.
Республикăра вут-кăвар хуçаланнă кашни тĕслĕх уйрăм çыннăн хуçалăхĕпе çыхăннă.
Никам та пушартан страхланман. Енчен те кил-çуртра вут-кăвар хуçаланас-тăк сирĕн кил-çурт çывăхне пушара сÿнтерекен автомашинăн епле çитмелли пирки ан манăр. Кÿршĕпе сирĕн хушăри çурт-йĕрсем пĕр-пĕринчен 10 метртан кая пулмалла мар. Хăвăр çав вырăнта строительствăпа çунакан материалсене купаласа хурассинчен асăрханăр. Пÿрт-çуртпа хуралтăсем, анкарти таврашне çÿп-çаппа, типĕ курăкпа, ытти ăпăр-тапăрпа ан тултарăр. Кăвайт ан чĕртĕр, кăмрăка, кĕле хăвăрăн тата кÿршĕн хуралтисем çывăхне ан пăрахăр.
Енчен те сирĕн кил-çуртра электропăралук кивелнĕ пулсан, ăна çĕннипе улăштарăр, специалиста чĕнĕр. “Жучоксемпе”, пÿрт-çурта хутса ăшăтмалли электроприборсемпе ан усă курăр.
Дачăсенче çуртасемпе тата краççын, ĕнтмелли лампăсемпе усă курнă чухне тимлĕ пулăр. Ачасемпе садра каннă вăхăтра вĕсем вылянине сăнăр, вĕсен канăвне йĕркелĕр.
Вут-кăвар час-часах кăмака хĕрнинчен, кирпĕч хушăкĕсенчен вут-çулăм тухнинчен тухать. Çавăнпа та кăмакана икĕ уйăхра пĕр хутчен унта пуçтарăннă кĕлрен тасатмалла, хушăк-çурăксене тăмпа сăтăрмалла. Чартакра тĕтĕм тухакан мăрьесемпе стенасене шуратмалла, мĕншĕн тесен вĕсенче çурăлнă, шăтнă вырăнсене тÿрех асăрхамалла пултăр. Кăмака умне, урайне вут-кăвар хыпса илесрен, 50х70 см калăпăшлă тимĕр листине çапса хума ан манăр.