14 октября 2008 г.
Райхаçат страницисенче сывлăх темипе çыхăннă “Сывлăх сукмакĕ” рубрикăпа пичетленекен материалсене вулакансем йышăнчĕç ĕнтĕ. Хальхинче пирĕн штатра тăман корреспондент Зоя Баранова сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕн тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Галина Николаевна Сушкопа курнăçнă, темиçе ыйту çине хуравлама ыйтнă.
— Çынсен социаллă пурнăçĕнче ырă улшăнусем пулни сисĕнет. Медицинăра, калăпăр, сывлăха сыхлас тĕлĕшпе палăраççĕ-и вĕсем?
— Чăнах та, çĕр-шыври наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн коллективра та лайăххи сахал мар, халиччен ĕмĕтленмен ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Юлашки вăхăтра пурлăх никĕсĕ пуянланчĕ. Акă, сăмахран, васкавлă пулăшу машинисем, рентген, флюороаппаратсем, УЗИ, ФГДС, тĕрлĕрен анализ тума май паракан лаборатори оборудованийĕсене туяннă. Çĕнĕрен çĕнĕ чирсене парăнтарма пултаракан эмелсемпе тивĕçтереççĕ. Çакă, паллах, медицина ĕçченĕсене чирсене вăхăтра палăртса, вăхăтра сиплеме пулăшрĕ.
2005 çулта пирĕн йыш вăхăтлăх лицензие 3 çуллăх кăна туянма пултарнă. Халь, кăçалхи март уйăхĕнчен тытăнса, çак ĕçе тепĕр хут пуçлама тиврĕ. Лицензи паракан комиссин приказĕпе килĕшÿллĕн, районти медицина учрежденийĕсенче 77 тĕрлĕ ĕçе пурнăçлама май пур. Эпир вĕсенчен 57-шĕ валли лицензи илме пултартăмăр. Çакăнта врач практика офисĕсем — тăваттă, фельдшерпа акушер пункчĕсем — 10 тата стационарти уйрăмсем кĕреççĕ.
Сывлăха сыхлас тĕлĕшпе тата тепĕр 11 ĕçе санэпидслужба заключени панă тăрăх ĕçе кĕртрĕмĕр. Шел пулин те, медицина пулăшăвĕ парас çĕрте сертификат илнĕ специалистсем çуккипе лицензи илесси вăраха тăсăлчĕ. Хальлĕхе пире акушер-гинеколог, çемье тухтăрĕ, невролог, стоматолог, окулист, дерматовенеролог çитмеççĕ.
— Халь пурнăçа компьютер пырса кĕчĕ. Сирĕн коллективра та унпа усă курасси анлăн вăй илчĕ пуль?
— Медицина ĕçĕ-хĕлĕнче ку тепĕр çĕнĕлĕхпе çыхăнни куç умĕнчех. Халь флюорографи, прививкăсем тунă кăтартусене (даннăйсене) пĕтĕмпех компьютерсемпе усă курса пĕтĕмлететпĕр. Поликлиникăра, регистратурăра компьютер урлă кăларнă талонсем ĕç-хĕле хăвăртлатаççĕ. Малашне коллективри кашни специалистăн ĕçне компьютер витĕр тишкермелле тăвасшăн.
— Галина Николаевна, малашнехи ĕмĕт-тĕллевсем мĕнлерех?
— Сывлăх хавшанă çынсем темиçе чирпе аптранă тĕслĕхсем нумайланни шухăшлаттарать. Кун пек чухне сиплеме те çăмăлах мар. Медицина ĕçченĕпе сывмар çыннăн пĕр шухăш-кăмăлпа чылай вăй хума тивет. Çавăнпа та халь çемье врачĕн ĕçне анлăлатса пырасшăн. Район территорийĕнче тепĕр икĕ офис уçма майсем шыратпăр.
Хам сăмах илнĕ май, район çыннисене сывлăха тĕрĕслеттерсе тăма, упрама тата çирĕплетме ыйтасшăн. Диспансеризацинчен, медосмотртан, прививкăсенчен пăрăнса ан юлăр. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнăр. Сывлăхлă пуласси чи малтан хăвăртан килет.