АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачисемпе мăнаçланма тивĕç

14 октября 2008 г.

 

Яков Григорьевич Григорьев — анаткушарсем. Унăн кун-çулĕ, ытти çĕршер çынăнни пекех, хăйне май интереслĕ. Вăл вăрçă çулĕсемпе пиншер çухрăм утса тухнă, Сталинград патĕнчи тата Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене хутшăннă. Вĕсенче паттăрлăх кăтартса, çĕр-шывăн орден-медалĕсене тивĕçнĕ. Хăй ĕмĕрĕн пысăк пайне халăх сывлăхĕшĕн тăрăшас ĕçе панă.

Анат Кушар каччи 1936 çулта Раççейри Хĕрлĕ Хĕрес обществи урлă Нурăсри курсра трахома чирне сиплеме вĕреннĕ. Кун хыççăн Пайсупинри трахпунктра 2 çул хушши заведующире тăрăшнă. Чăваш çĕрĕнче ку чир анлă сарăлнă. Мĕншĕн тесен çынсен санитари культури пĕчĕк пулнă: килте темиçе çын пĕр ал шăллипе шăлăннă, тасалăха çине ытлах пăхăнман. Çавăнпа та çамрăк специалистăн халăхра санитари культурине çĕклес енĕпе самай вăй хума тивнĕ.

1938 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Анат Кушар каччин салтак ячĕ тухнă. Унăн служби Свердловскра иртнĕ.

— Киле килес тесе ĕмĕтленнĕ чух Гитлерла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса кĕчĕ. Малтан пире тĕкĕнмерĕç, унтан лару-тăрăвĕ çивĕчленнипе фронта ăсатрĕç ăсатрĕçех. Красноуфимскра поезд çине лартса Канаш урлă Улатăр еннелле илсе кайрĕç. Унтан мĕн пур снаряженипе 300 км ытла çуран утма тиврĕ, Саратов облаçĕ витĕр тухса, малти рете Сталинград облаçĕнчи Котлубань станцине çитрĕмĕр. Вăл Сталинградран пĕр 20 çухрăмра ларать. Çакăнта пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕмĕр. Ураран амантрĕç. Госпитале Красноярск крайне ăсатрĕç. Унта пĕр уйăх сипленсен каллех Сталинграда илсе кайрĕç. Ку хулана нимĕçсенчен самай тасатнăччĕ ĕнтĕ, кунти пĕр çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн “За отвагу” медальпе наградăларĕç, — аса илет Яков Григорьевич.

Анат Кушар каччи черетлĕ хут çапăçăва Украинăра кĕнĕ. Харькова нимĕçсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Курск пĕккинчи тытăçусенче палăрнăшăн иккĕмĕш хут “За отвагу” медале тивĕçнĕ.

— Кунта куккурус уйĕнче пытанса пурăннă 12 нимĕçе пĕччен тыткăна илтĕм. Çапăçу хирĕнчен аманнă полк командирне йăтса тухнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратрĕç. Вăл вăхăтра эпĕ 120 мм миномет расчечĕн наводчикĕ пулнă. Киле старшина званийĕпе таврăннă, — каласа парать фронтовик.

Вăрçăран таврăнсан ĕнерхи салтак районти санэпидстанцине ĕçе вырнаçать, халăхăн санитари культурине ÿстерес ĕçе малалла тăсать: шкулсемпе магазинсене, столовăйсене тĕрĕслет тата ытти те. Çав вăхăтрах хăйĕн квалификацине тăтăшах ÿстерсе пырать. Канашпа Хусанти медицина училищийĕсенчи тата ытти çĕрти курссенче пулать.

— Вăл çулсенче санэпидстанцин нимĕнле транспорт та пулман: ялсене çуран е хĕлле ĕçе çÿреме илсе панă йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа çитнĕ. Тиф вăхăтĕнче уйрăмах пурнăç йывăрччĕ. Ку чире тупса палăртсан яла виçĕ эрнелĕх карантина хупнă. Вăл вăхăтра киле килмен. Унтах колхозсенче районтан килнĕ çынсене выртса тăма туса лартнă çуртсенче е уйрăм çын патĕнче пурăннă, вырăнта чирпе кĕрешсе асăрхаттаруллă ĕçсем туса ирттернĕ, — тет Яков Григорьевич, çав вăхăтсене каялла тавăрнă май.

Анат Кушартан райцентра çитме çывăх мар, çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче куллен ирпе каç çак маршрутпа хутланă Я. Григорьев. Хĕлле çÿреме çул айккипе маяксем лартса тухнă. Унсăрăн тĕттĕмрех чух çĕтсе кайма та пулать. Хăйĕн пурнăçне халăх сывлăхĕшĕн тăрăшас ĕçе халалланă вăл. Тифпа, пыйтă-шăркапа, хăнкăлапа, таракансемпе, тасамарлăхпа мĕн чухлĕ кĕрешмен пулĕ. Район территорийĕнчи кашни яла, шкулпа магазина, столовăйне тата ыттине те çитнĕ…

Я. Григорьевăн çемье династине хĕрĕ, Нина, малалла тăснă. Вăл Санкт-Петербургри çарпа тинĕсĕн аслă училищинче медицина ĕçченĕнче тăрăшнă, халĕ тивĕçлĕ канура. Унăн хĕрĕ те кукашшĕ ури çинех пуснă, халĕ аспирантурăра пĕлĕвне малалла ÿстерет.

Яков Григорьевичăн ывăлĕсем: Гена, Владислав, паллă спортсменсем, ятлă-сумлă çынсем.

Геннадий Яковлевич йĕлтĕрпе чупассипе, биатлонпа тата офицерсен нумай енлĕ кĕрешĕвĕпе СССР спорт мастерĕ, Раççейĕн, Совет Союзĕн 1975—1978 çулсенчи чемпионĕ, СССР Кубокĕн призерĕ, СССРăн 1976 çулхи Олимп командин кандидачĕ. Полковник. Раççейри шалти ĕçсен çарĕсен йышне вăй-хал тĕлĕшĕнчен хатĕрлес енĕпе ĕçлекен начальник пулнă. Халĕ пенсире, Чулхулара пурăнать.

Владислав Яковлевич йĕлтĕрпе чупассипе, биатлон енĕпе СССР спорт мастерĕ, Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Тутарстан Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ. Биатлон енĕпе Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕнĕ, çĕр-шыв шайлĕ ăмăртусенче Тутарстан чысне темиçе хут та хÿтĕленĕ, “Локомотив” спорт обществăшăн, ВЦСПСшăн чупнă тата ытти те. Раççейĕн биатлон командине хатĕрлес енĕпе ĕçлекен иккĕмĕш тренер пулнă. Ачасемпе çамрăксен районти спорт шкулĕн директорĕнче вăй хунă, хальхи вăхăтра Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшать.

Валерий Яковлевич та спорт энтузиасчĕ, çар служащийĕ пулнă. Прапорщик. Халĕ тивĕçлĕ канура, Хусанта пурăнать.

Геннадийпе Владислав, Валерий тата тепĕр тутар каччи 1978 çулта биатлон эстафетинче Тутарстан халăхĕсен спартакиадин чемпионĕсем пулса тăнă. Ун чух пĕр тăван Григорьевсем пурте Хусанта ĕçлесе пурăннă.

Генăпа Владике тата Валерăна спортпа туслашма ашшĕ, Яков Григорьевич, пулăшнă. Вăл — йĕлтĕрпе пысăк трамплин çинчен сикнĕ районти пĕрремĕш çынсенчен пĕри. Ку ĕç 1939 çулта Свердловск хулинче службăра тăнă вăхăтра пулнă. Ун чух кĕçĕн сержант салтаксене ырă тĕслĕх кăтартас тесе, кунти трамплин çинчен сикнĕ. Я. Григорьев хăй вăхăтĕнче пăшал перессипе темиçе хут та район призерĕ пулнă. Йĕлтĕрпе çÿреме юратнă. Ку спорт хатĕрне ăна ĕçрен илсе панă. Ывăлĕсем те çав йĕлтĕрпе ярăнса-чупсах çунат хушса пынă, спортпа çывăхланнă, кайран вара унран пачах уйрăлман.

— Хам ачасемпе мăнаçланатăп, — тет Яков Григорьевич.

Чăн та, вĕсемпе мухтанма юрать, пурте маттур, ĕçре те, спортра та çавăн пек пысăк ят-сума тивĕçнĕ. Çакă Яков Григорьевпа Елена Макарова ывăлĕсемпе хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса Тăван çĕр-шыва юрăхлă çынсем тăвассишĕн тăрăшнипе тÿрремĕнех çыхăннă ĕнтĕ. Сăмах май, вĕсем çур ĕмĕр пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăннă. 2006 çулхи февральте “Раççейри социаллă тĕрĕслĕх пĕрлешĕвĕпе” ЧР Патшалăх Канашĕ республикăра йĕркелесе ирттернĕ “Ылтăн мăшăр” конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăннă, дипломпа парнене тивĕçнĕ.

— Анне вилсен атте вăй-хал енчен пачах йăвашланчĕ. Малтан тула тухса уçăлкаласа çÿрекелетчĕ. Вăрçă суранĕсем, хуйхи-суйхи те хăйсеннех тăваççĕ пулĕ, çулĕсем те пур ĕнтĕ. Халĕ утсах çÿреймест. Сылтăм куçĕ курма пăрахнă, сулахаййи те начар курать, — тет ăна пăхса пурăнакан ывăлĕ, Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Яковлевич.

Хури-шурне сахал мар курнă ветеран йывăрлăхсем умĕнче пуç усман, ĕнер вăл 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа Яков Григорьевича ăшшăн саламласа çĕр çинчи мĕн пур лайăххине çеç сунатăп.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика