АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кăмăлпа палăрчĕç

14 октября 2008 г.

 

Октябрĕн 8-мĕшĕнче, çумăр çунине пăхмасăр, Шывпуçпе Вăрманкас тата Çĕньял Чуракассинчи ватă çынсем, 50 çынна яхăн, Шывпуç шкулне пухăнчĕç. Кунти вĕренекенсем вĕсене Л. П. Егорова музыка учителĕ пулăшнипе концерт кăтартрĕç. Ветерансем вĕсем шăрантарнă юрăсене хапăл тусах йышăнчĕç, хăйсене çапла хисеплесе кăмăл тунăшăн шкул ачисене тав турĕç.

Кун хыççăн ку тăрăхри вăрçăпа ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Г. Л. Иванов отчет туса пачĕ, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн представителĕ Н. И. Дмитриева пенсипе тивĕçтерес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.

Юлашкинчен тивĕçлĕ канури çынсем шкул столовăйĕнче пурте пĕрле ларса апатланчĕç. Кунти поварсем вĕсене шарккупа тата ыттипе сăйларĕç. Сĕтелĕ апат-çимĕç енчен пуян пулчĕ. Кăна тума вара, Ыр кăмăллăх çулталăкĕнче ырă кăмăл кăтартса, Алик Викторович Васильевпа Светлана Феликсовна Капитонова уйрăм предпринимательсем, “Восток” хуçалăх правленийĕ укçа уйăрса пулăшрĕç. Вĕсене çакăншăн пысăк тав. Çав вăхăтрах хăшĕсем çак ыр кăмăллăх акцине хутшăнма килĕшмерĕç, питĕ шел.

Э. Я. Васильевапа Л. В. Иванова пенсионеркăсем салатсемпе кукăльсем хатĕрлесе-пĕçерсе килнĕ. Кукăлĕ вара вĕри чейпе ĕçме чухах пулчĕ. Юлашкинчен ватăсем ĕлĕкхи юрăсене шăрантарчĕç. Пĕр сăмахпа каласан, Шывпуç тăрăхĕнче те Ватă çынсен кунĕ лайăх иртрĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика