14 октября 2008 г.
Красноармейскинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Нина, ытти чылай яш-кĕрĕм пекех, аслă пĕлÿ илме Шупашкара çул тытнă. Чăваш ял хуçалăх институчĕн студентки пулса тăнă вăл. Унтан пĕр вăхăт Ярославль облаçĕнче агрономра вăй хунă. Каярахпа тăван тăрăха таврăнсан, районти “Сельхозхимия” пĕрлешÿре ку специальноçпа тимленĕ. 2001 çултанпа Нина Ильинична Иванова — “Çĕр кадастрĕн палати” федераллă патшалăх управленийĕн Чăваш Республикин Красноармейскинчи филиалĕн пай начальникĕ-ертÿçи.
Пултаруллă ертÿçĕ те, лайăх амăшĕ те вăл. Мăшăрĕпе 2 ывăл çитĕнтернĕ. Александр хăй çулĕпе кайнă, Чăваш ял хуçалăх институчĕн 5-мĕш курс студенчĕ, агроном пулма хатĕрленет. Тепĕр ывăлĕ — Анатолий — Мускавра.
Çак кунсенче Нина Ильинична 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çĕр хутшăнăвĕсем енĕпе нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăланă.