14 октября 2008 г.
Кампа кăна курнăçмастăн пуль кун каçа. Красноармейски урамĕпе çÿренĕ чух вăрçă ветеранне тĕл пултăм. Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă хăй. Сакăр вунналла çывхарать. Калаçса кайрăмăр. Чăн малтанах тирпей-илем ыйтăвĕ пирки тапратрăмăр.
— Ырă улшăнусем пур-ха. Ав, тĕп урам чечексен ытамне пытаннă. Аван, — хăй шухăшне пытармарĕ ватă. — Çавах та çав илемрен ютшăнакансем те пур.
Çакна вăл тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Тĕп урамри çăкасене хуçса тухни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕ. Сĕмсĕрсене çăварлăхласси çинчен аса илтерчĕ.
Сăмах чăваш чĕлхи çине куçрĕ. Сăмах çине сăмах.
— Пирĕн чĕлхе мĕн тери пуян. Ăна мĕншĕн пăрахăçа кăларса пымалла-ха? Паянхи çамрăксем пурте тенĕ пекех ачисене “папа”, “мама” теме хăнăхтараççĕ. Эпĕ вырăсла паха пĕлнине хирĕç мар. Çавах та ачасене тăван чĕлхерен ютшăнтармалла-ши? — терĕ ватă.
Хăйĕн пурнăçĕ патне таврăнчĕ вăл. Салтакра пулнă. Анчах та шкул саккинче ларнă чухне вырăсла вĕрентесси çине çиелтен пăхнине пытармарĕ. Эх, епле çăмăлах килмен салтакра! Вырăсла пĕлменни чăрмантарнă. Тен, çавăнпах пуль тус-юлташĕсем хушшинче вăтанса çÿренĕ.