АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Леня пичче хĕпĕртет

14 октября 2008 г.

 

Упирен Пайсупиналла утатпăр. Тăватă çухрăма яхăн. Уçăлмалăх çеç вăл. Манпа юнашарах манăн виçĕ сыпăкри тăван-хурăнташăм Леня пичче пырать. Çитмĕлелле çывхарать хăй. Шупашкарти хваттерĕнче пурăнать. Ялта амăшĕн кил-çурчĕ унăн. Çулла татăлмаççĕ. Мăшăрĕпе килсех çÿреççĕ. Пахчи-анкарти мĕне тăрать. Ĕçлеме çеç ан ÿркен.

Пичче ярса пусмассерен кăмăллăн сăмахлать. Пирĕн хушăри калаçу чăвашлăх пирки сыпăнать.

— Чăваш ятне ярас марччĕ, Юркка шăллăм. Эпир чăн-чăн чăвашсем пулнине хамăр тĕслĕхпе çирĕплетер. Тĕрĕссипе, çаплах тăватпăр та-ха, — тет вăл тарлă çамкине сăмса тутрипе шăлнă май. — Пирĕн атте-аннесем чăн чăвашсемех пулнă вĕт.

Леня пичче амăшĕ пирки те аса илчĕ. Ашшĕ вăрçăра пуç хунăччĕ. Пиччĕшне — Кольă пиччене те — манмарĕ.

— Атте-анне чĕлхине манман вăл. Вырăсла та ÿксе юлман. Мăшăрĕпе — Алисăпа — виçĕ ывăлĕпе икĕ хĕрне ура çине тăратрĕç. Ачисем чăн-чăн чăвашсемех. Çынсемпе вашават кашниех, — мухтанчĕ Леня пичче. — Çавăн пек пулмалла та.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика