14 октября 2008 г.
Çак кунсенче районти библиотекăсем çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланчĕç. Вĕсен шутĕнче: “Филипп Лукин: музыкант. Общественный деятель” (Статьясен пуххи, асаилÿсем, материалсем). Чебоксары: ЧГИГН, 2008, 352 с., ил. Кĕнеке искусствоведени докторĕн М. Г. Кондратьевăн “Ценности истинные и приходящие” статйипе уçăлать, малалла кĕнекере материалсене çак пайсенче вырнаçтарнă: “Ф. М. Лукин о времени и современниках”, “Современники о Ф. М. Лукине”. Кĕнекере “Библиография публикации Ф. М. Лукина” пысăк вырăн йышăнать. Çавăн пекех кĕнекере Ю. Сементерĕн “Уçланкăри палан”, Г. Ефимовăн “Ф. М. Лукин музейне уçнă чух”, С. А. Николаевăн “Гордость района”, Н. Г. Ершовăн “Ентешĕмĕр пурри чуна çĕклетчĕ” статйисемпе паллашма пулать. Кĕнеке иллюстрацисемпе пуян.
Çавăн пекех ялти библиотекăсене Мускаври “Пушкинская библиотека” фончĕ 363 экземпляр ача-пăча кĕнеки ярса пачĕ.