14 октября 2008 г.
Творчествăлла ĕçсен “Вăрман ачасен пултарулăхĕнче” республикăри конкурсĕн районти этапĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Тупăшăва районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Унта кĕçĕн ушкăнри вĕренекенсем питĕ активлă хутшăннă. 100-е яхăн ĕçрен 66-шĕ шăпах çак ÿсĕмри ачасен пулнă. Сăвăсен, калавсен, юмахсен авторĕсем вăрманăн илемлĕхĕпе пуянлăхне мухтаса юрлаççĕ. Анюта Андреева (Мăн Шетмĕ вăтам шкулĕ, 4-мĕш класс) вăрманта савăннипе пĕрлех ăна упрама чĕнет.
“Поэзи” номинацире çаксем çĕнтернĕ: Евгения Федорова, Анжелика Николаева (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ), Елена Павлова, Данил Фомиряков (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул), Галина Григорьева (Шывпуç шкулĕ).
“Проза” номинацире: Ольга Дмитриевапа Елена Моисеева (Трак чăваш-нимĕç гимназийĕ), Анна Петрова (Мăн Шетмĕ), Мария Афанасьева (райцентрти иккĕмĕш вăтам шкул).
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, творчество ĕçĕнче ăнăçусем сунатпăр.