АУ "Редакция Красноармейской райгазеты "Ял пурнасе" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи — кăвар чĕлхе

14 октября 2008 г.

 

Чăваш чĕлхи — пин-пин сăмах. Мĕн тери хитре тăван чăваш чĕлхи, унпа таса, чăн чăвашла калаçсан, сар кайăк пек саспа юрласан, чĕкеç чĕлхи пек çепĕççĕн чĕвĕлтетсен, чăваш поэчĕсен сăввисене шăнкăравлă саспа янраттарсан, Çеçпĕл Мишши сăввисене пĕр сиктермесĕр ăсра вĕренсен. Константин Ивановăн вилĕмсĕр “Нарспи” поэмин сыпăкĕсене нумай-нумай хут вуласа тухсан, çывăрма выртсан та çак йĕркесене асра тытатăн:

Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен,

Шăп шăпланчĕ сĕм вăрман.

Икĕ савни пĕрлешсен,

Пуçне тайрĕ ват юман.

Е тата тепĕр аслă поэтăмăрăн çак сăвă йĕркисем ялан асра:

Çил-тăвăл иртсессĕн

Йăлтăркка çанталăк,

Кăмăллăн та лăпкăн

Ачашласа канĕ...

Юлашки çулсенче пирĕн ачасем чăвашла калаçманни палăрмаллах сисĕнме ты-тăнчĕ. Вăтăр-хĕрĕх çул каялла та шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнĕ пулсан та шкула кайнă е каялла таврăннă чух та вырăсла пакăлтатса пыман. Халĕ пепкесене ялсенче те сад-яслисене çÿретме пуçларĕç, ашшĕ-амăшĕ пĕчĕккисене вырăсла хăнăхтарас теççĕ ĕнтĕ. Унта вырăсла, килте чăвашла, акă еплерех пăтрататпăр хамăр ачасене, ăçтан чăваш таса ÿстĕр: ăçтан илемлĕ чăваш поэчĕ çуралтăр, ăçтан чаплă чăваш юрăçи пултăр.

Кирек ăçта пулсан та чăваш чăвашла калаçтăр, çыру çыртăр, чăваш ачи тăван чĕлхипе тусĕсем ăмсанмалла сăвă-юрă шăрантарса тĕлĕнтертĕр.

Кĕçĕн ывăл Йошкар-Олара салтак тивĕçне пурнăçларĕ. Эпĕ ун патне час-часах кайса çÿреттĕмччĕ. Пĕр ушкăн чăваш салтакĕсем тăраççĕ. Пĕри тĕлĕнмелле илемлĕ саспа юрлать:

Кайрăн эс тухса

Мана пăрахса

Урăх çынпала телей

тупасшăн,

Анчах юрату хĕлхемне

асту —

Эп ăна хампа илсе юлатăп.

Хĕрĕ качча тухнă-ши, ăна кĕтсе илмен-ши? Ку, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, авалхи юррах-ха. Ку вăл Кÿкеç тăрăхĕнчи чăваш каччи. Вăл ман урлă амăшĕпе ашшĕ патне çыру парса ячĕ, хăнана чĕнчĕ. Кирек ăçта пулсан та чăваш чĕлхине манма кирлĕ мар. Каплах вырăсланса кайсан, пирĕн хушăра чăваш сăвăçисем çуралĕç-ши? Çын мĕн ачаран вырăсла калаçса ÿссен, паллах, чăн-чăн чăваш сăвăçи пулаймаçех пулĕ?

Чăваш вăл çĕр пичĕ çинче таçта та саланнă, теççĕ. Чăваш çынни пирĕн чаплă космонавтăмăр А. Николаев космосра та чăвашла юрланă, теççĕ.

Чăвашлăха упрас тесен, асаттесен, асаннесен, кукаçисен, кукамисен ачашлăхĕнче ÿсмелле. Халĕ пирĕн пепкесенчен нумайăшĕ асатте, асанне теме те пĕлмест. Вĕсем тÿрех садике лекеççĕ, унта вара чăвашла калаçакан питех те сахал. Хамăр та таса калаçмастпăр, сирĕн ачăрсем те çавнах итлеççĕ. Хамăр ачасене чăваш юмахĕсене каламастпăр, чăвашла юрлаттармастпăр. Юмахçăсене хăнана чĕнместпĕр.

Манăн асанне (эпир ăна мамок тенĕ) çĕршер юмах пĕлетчĕ. Эпĕ унран хам та вуншар юмах вĕренсе юлнă. Халĕ юмахçă та çуралмасть, халĕ пурте чылай вăхăта “сенкер экран” умĕнче курса-ларса ирттеретпĕр.

Чăваш телевиденийĕнче те чăвашла хитре калаçни курăнмасть. Юрать-ха хăш-пĕр журналистсем ертсе пыракан передачăсенче илемлĕ чăваш чĕлхи илтĕнет.

Пире çÿлти йышăнупа чăвашла калаçтараяс çук. Çавăнпа та илемлĕ чăваш чĕлхи тепĕр вуншар çултан татах та пĕтсе ларма пултарать. Чăваш вăл пĕтес çук. Анчах илемлĕ чĕлхи çухалса пырать.

Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи

Илемлĕ чăваш чĕлхи

Калаçма пĕлсен кăна,

юрларĕç-ха ку юрра чăвашла.

Вулăр чăваш поэчĕсен чаплă сăввисене, савăнăр:

“Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен”, — тенĕ чаплă поэтăмăр. Манăн ан писĕр чăваш чĕлхинчен, тесе калассăм килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
  Реквизиты  
429620 с. Красноармейское ул. Ленина 22. Тел.: (83530) 2-11-53, 2-15-39, 2-24-45 red_krarm@cbx.ru

 

Система управления контентом
c. Красноармейское, ул. 30 лет Победы, каб. 14
Телефон: 2-22-53 -, 2-24-45 -, 2-11-53 -
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика